АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Евдокия Михатайкина - 100 çулта

06 марта 2015 г.

Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем сайра пулин те - пурах. Хăшĕ-пĕри вара çĕр çула та хыçа хăварать. Утаркассинче пурăнакан Евдокия Михайловна мартăн 4-мĕшĕнче шăпах 100 çул тултарнă. Хисеплĕ ватăна сумлă юбилейпе саламлама ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем çитнĕ. Пĕр ĕмĕр кун кунланă Евдокия Михайловна хăнасен аллинчен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тата "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 70 çул" юбилей медальне тивĕçнĕ. Пĕр ĕмĕр пурăннă Евдокия Михайловна, паллах, темĕн те курнă-тỹснĕ. Хаяр вăрçă та, выçлăх та... Çĕнтерĕве çывхартас тесе ыттисемпе танах тылра ырми-канми вăй хунă хĕрарăм. Тăван колхозра доярăкра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе вĕсем ывăлпа хĕре кун çути парнеленĕ. Паян Евдокия Михайловна ултă мăнукĕн, сакăр кĕçĕн мăнукĕн тата вĕсен виçĕ ачин ăшшине туйса пурăнать. А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика