06 марта 2015 г.
Февралĕн 16-мĕшĕ тĕлне темиçе ял тăрăхĕн администрацийĕсен официаллă сайчĕсене тĕпченĕ май вĕсем хăйсен ĕçĕ пирки Интернетра информаци лартса, çĕнетсе тăманни курăнчĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсен сайчĕсен хăйсен ĕçĕ пирки çĕнĕ информаци лартсах тăмалла. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: хăш-пĕр ял тăрăхĕсен администрацийĕ-сен сайчĕсенче, "муниципаллă служба" пайра кадрсем пирки информаци лартнă, анчах вакантлă должноçа тăракан кандидатсене валли квалификаци ыйтнисене палăртман, муниципаллă службăна тăмалли йĕркесем пирки сведенисем кăтартман; "администраци" пайра граждансем, организацисен представителĕсем ыйтнисене пăхса тухни пирки информаци лартман; муниципаллă право акчĕ-сен (проекчĕсен) тексчĕсем çук тата ытти те. Çакă информаципе усă куракансен правине пăсни пулать. Саккуна пăхăнман ял тăрăхĕсен администрацийĕсен должноçри çыннисен административлă явап тытма тивет.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"