06 марта 2015 г.
Раççей гражданĕсем Шалти ĕçсен министерствин органĕсенчен ирĕк илмесĕр те хĕç-пăшал турттарма тата куçарма пултараççĕ: РФ субъекчĕсен территорийĕнче, паллах, асăннă хĕç-пăшала тата патронсене шалти ĕçсен органĕсенче учета тăратнă-тăк; саккунпа спорт тата сунар хĕç-пăшалне шалти ĕçсен органĕсенчен усрама тата йăтса çỹреме ирĕк пулсан; тарпа перекен яка вăрăм вулăллă хĕç-пăшал пур граждансен, вĕсем ăна хăйне хăй хỹтĕлеме илнĕ-тăк, йăтса çỹреме ирĕк пулмасан та; шалти ĕçсен органĕсенче регистрацилемесĕр те усă курмалли хĕç-пăшалпа патронсене. Ытти чухне хĕç-пăшала тата патронсене куçарас, турттарас пулсан шалти ĕçсен органĕсенчен ирĕк илмелле пулать. Çав хушăрах хĕç-пăшала куçарнă тата транспортпа турттарнă чухне правилăсене пăхăнмалла: хĕç-пăшал чехолта зарядсăр пулмалла, унăн хуçин хатĕре усрама тата йăтса çỹреме ирĕк (е лицензи) тата вăл кам пулнине çирĕплетекен документ пулма кирлĕ. Гражданинăн 5 хĕç-пăшалтан тата 400 патронтан ытла куçарма тата турттарма юрамасть. Енчен те çыннăн хĕç-пăшал усрама тата йăтса çỹреме ирĕк пулмасан ăна явап тыттаратпăр. РФ КоАП-ĕн 20.8 статйин 4-мĕш пайĕ-пе килĕшỹллĕн штраф виçи 500-2000 тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне хĕç-пăшалпа патронсене те туртса илетпĕр. Правилăсене пăхăнмасан граждансене административлă явап тыттаратпăр. Тĕслĕхрен, хĕç-пăшала транспортпа чехолсăр тата зарядне кăлармасăр турттарсан, ăна усрама тата йăтса çỹреме ирĕк пулсан та, 100-1500 тенкĕ штраф тỹлеме тивет. Ыйтусем тухсан районти полици уйрăмĕн лицензисемпе ĕçлекен пайне пымалла. Граждансене ытларикунсемпе 9 сехетрен пуçласа 12 сехетчен, кĕçнерникунсемпе 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнатпăр. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-29-90.
Сергей УЛЬЯНОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"