06 марта 2015 г.
Çак сăмахсемлĕ юрра шăрантарчĕç февралĕн 26-мĕшĕнче районти Культура керменĕнче "Янташ" ушкăна ертсе пыракан Никитинсем. Çав кун вĕсен шоу-концертĕнче халăх залра лăк тулличчĕ, апла пулсан куракан вĕсене килĕштерни çакăнта палăрать мар-и?!
Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Анатолий Никитинăн чăннипех Надежда Ивановнăпа савăнмалла: çумра сăмахсăрах ăнланакан, музыка вăрттăнлăхĕсене туякан, ĕçре те, çемьере те яланах ăнланса пулăшса пыракан тата хисеплеме те, хаклама та пĕлекен мăшăр пур. Паянхи кăларăмра шăпах пирĕн ентеш, пирĕн юратнă юрăçă, "Янташ" ушкăна çуратса йĕркелесе пыракан (кун пирки _ малалла) Надежда Ивановна Никитина тавра калаçăпăр. Надежда Ивановна Никитина пирĕн районти Утаркасси ялĕнче çуралса ỹс-нĕ, хĕр чухнехи хушамачĕ _ Вазякова. Çемьере ултă пĕртăван ỹснĕ, Надежда - чи кĕçĕнни. Мишеркасси шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. 1970-1975 çулсенче хăй пĕлỹ илнĕ шкулта пионервожатăйĕ-нче тăрăшнă. Хăй ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн "Районăн чи лайăх пионервожатăйĕ" лентăна тивĕç пулнă. Унтан Утаркасси хĕрĕ Çĕрпỹри культура училищинче вĕреннĕ, 1978-1982 çулсенче Хусанти культура институтĕн-че аслă пĕлỹ илнĕ. Надежда Ивановна педагог та. Унăн пилĕк çул хушши çамрăксене Çĕрпỹ-ри культура училищинче дирижер ĕçне вĕрентме те тивнĕ. 20 çул хушши Шупашкарти 50-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вăй хунă. Çав çулсенче шкул пурнăçĕпе çыхăннă 100 юрă калăпланă, ачасем валли караоке та кăларнă, "Шевле", "Калинка" тата "Салют" Культура керменĕнче "Тăван кĕвĕсем" хĕрарăмсен ансамбльне йĕркеленĕ. Çак ĕçсене пулах пулĕ Н.Никитина "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Палăртмасăр иртес килмест: "Янташ" ушкăнăн юрри-ташшисĕр пуçне çипуçĕ те куракана тыткăнлать: шурă, хĕрлĕ тĕссем уйрăмах...
Малтанах, творчествăра пĕрремĕш утăмсем тума пуçласан юрăçсем валли тумсем Надежда Ивановна хăй аллипе килтех çĕленĕ. Н.Никитина сăвăç та. Хăй те çырать, чылай сăвăçсен хайлавĕсене юрă шайне те çитерет. Надежда Ивановна "Атте çинчен юрлатăп", "Кĕтрĕм эп сана", "Ĕнентĕм сана", "Эп телейлĕ санпа юнашар", "Асаил-ха, савни" тата ытти юрăсем валли сăмахĕсене йĕркелекенĕ. _ Сцена çине пĕрле юрлама тухасси нихçан та пирĕн тĕп тĕллев пулман. Эпир тĕрлĕ юрăç урлă хамăр хайлавсене куракан патне çитерес тесе ырми-канми ĕçленĕ. Пурнăç дуэчĕ вара 30 çул каяллах пирĕн чĕресене пĕрлештерчĕ. Мĕнех, сцена çине пĕрле тухма та вăхăт çитрĕ курăнать. Надежда тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн студи ĕçне чунпа парăнса ĕçлеме пуçларĕ. Паян вăл "Янташ" ушкăнăн хуçалăхпа çыхăннă чылай ĕçне хăй аллине илчĕ. Çĕнĕ наци тумтирĕ çĕлесси, ăна тĕрлеттересси, дисксем кăларасси, репертуар йĕркелесси, çамрăксемпе юрă вĕренесси _ веçех унăн ĕçĕ. Май пур чух гастрольсене те пĕрле тухса çỹретпĕр. Вăл юнашар пулни пурнăçа самаях çăмăллатать. Чи пĕлтерĕшли _ эпир халăха кирли, çакă пире çĕнĕрен те çĕнĕ хăват парса тăрать. Пирĕн юрăсене кăмăллакансен, куракансен тата итлекенсен йышĕ çултан-çул хутшăнсах пырать. Ку та пире çунатлантарать, _ савăнса пĕлтерчĕ мăшăрĕ пирки Анатолий Никитич.
Юлашкинчен çапла калас килет: Надежда Никитина "Янташ" ушкăна "çуратаканĕ". Паллах, кунта Чутай хĕрĕ аякра тăман, вăл та "Янташа" вăй илтерекенни пулнă. Эпир, чутайсем, савăнатпăр, Надежда, эс пуртан!
А.САН.
Источник: "Пирěн пурнăç"