06 марта 2015 г.
64 медаль, 8 кубок, тем чухлĕ парне тата "Раççей спорт мастерĕн" хисеплĕ ячĕ... Çакă пĕтĕмпех йывăр атлетикăпа туслă çамрăк хĕр тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнсе илнĕ тупра тесен тỹ-рех ĕненес те килмест. Хăмаркка ялĕнче 1994 çулта кун çути курнă Марина Шихмачева пирки пырать-ха калас сăмахăм. Пуçламăш классенче ялтах пĕлỹ илнĕ Марина, унтан вара çемйипе пĕрле Етĕрнене куçса кайсан йывăр атлетика енĕпе ăсталăхне туптама пуçланă. Хĕр упраçăн ашшĕ те, Николай Владимирович, Коля пиччĕшĕ те спортпа туслă. Сăмах май, Николай Владимирович районта пулакан тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ-сене, çав шутра район хаçачĕн парнисемшĕн иртекен прессăн спорт фестивальне те, кăмăлпах хутшăнать. "Ачасем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыччăр, усал йăла-йĕркепе, эрех-чĕлĕмпе ан туслашчăр тесе вĕсене спорта явăçтарма шутларăмăр мăшăрпа, _ асаилет халĕ Николай Владимирович. _ Килти кăвакалсене сутса ачасене валли йĕлтĕр туянса параттăм..." Ашшĕ-амăшĕ çине тăни, хĕр упраç хăй тăрăшни сая кайман _ паянхи кун олимп техникумĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Марина пĕлтĕр йывăр атлетика енĕпе "Раççей спорт мастерĕ" ята тивĕçнĕ. Республика, Атăлçи федераци округĕ, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене, чемпионатсене пĕрре кăна мар хутшăннă Марина Шихмачева, малти вырăнсене йышăннă. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕн-чен тухнă пултаруллă спортсменкăна, Марина Шихмачевана, пуласлăхра Олимп чемпионĕн ятне илтме сунатпăр.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"