АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнмелле тĕрĕ тĕнчи…

06 марта 2015 г.

Тĕлĕнмелле тĕрĕ тĕнчи…

Алĕçĕ пирĕн тăрăхра сарăлсах пырать. Юлашки çулсенче ял хĕрарăмĕсем картинăсем тума пуçларĕç. Мĕнрен кăна ăсталамаççĕ-ши? Хăюран, бисертан, тĕслĕ çипрен... Акă Серенкассинче пурăнакан Нина Вазинкина çамрăк чухнех хĕресле тĕрлеме юратнă. Анчах ун чух вăхăчĕ сахалрах пулни кансĕрленĕ: çемье, ĕç, ачасем... Пĕрмай вăхăт çитмен. Çиппе йĕпе вăл пенсие тухсан тепре алла илнĕ. Тивĕçлĕ кану çамрăк чух пурнăçлайман ĕçсене пурнăçа кĕртмелли вăхăт тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Халĕ пушă вăхăт нумай, ача-пăча çитĕннĕ _ чун киленĕçĕпе хăть çĕрлечченех лар. _ Тĕрлеме эпĕ ятарласа вĕренмен. Алла йĕп тытрăм та вăл хăех мана илемлĕх тĕнчине кĕртсе кайрĕ. Уйрăм вăрттăнлăх çук кунта, чи малтанах ĕçе чуна парса пурнăçламалла _ вара тĕрĕлленĕ чечек чĕрĕ евĕр сывласа ярать. Пĕр картина тĕрлесе пăхсанах тепре тытмасăр пултарайманнине туйса илетĕн, _ каласа парать Нина Михайловна. _ Хальхи вăхăтра алĕç валли уйрăмах тем те пур, сюжетне те, мотивне те, хатĕр-хатĕрне те тупма пулать. Тĕрĕлленĕ ỹкерчĕке рамкăна вырнаçтарсан вăл кил-çурта хăтлăхпа илем кĕртет. Çапла ахаль япала нимĕнпе улăштарайми хаклă япала пулса тăни пысăк савăнăç кỹрет. Чăнах та, Вазинкинсен килне пырса кĕрсен çак илеме тỹрех туйса илетĕн. Ăстаçă хăй аллипе тунă ĕçсем _ картинăсем _ кашни пỹлĕмрех хăйсене валли вырăн тупнă. 2014 çул тĕлне Нина Вазинкина лаша тĕрлерĕ. Çак чĕрчун, пĕлетĕр пуль, пурнăç илемне пĕлтерет, вăй-хал парса тăрать.

Подробнее...

С.МИХАЙЛОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика