АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дознаватель - этемлĕхĕн черчен çуррин профессийĕ

06 марта 2015 г.

Дознаватель - этемлĕхĕн черчен çуррин профессийĕ

Ваçкаçырми ялĕнче çуралса ỹснĕ, Мăн Этменти вăтам шкултан вĕренсе тухнă Раиса Маслова (хĕр чухнехи хушамачĕ Порейкина) кăçал республика Пуçлăхĕн стипендиачĕн ятнĕ тивĕçрĕ. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти Ленин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче дознавательте ĕçлет.

Сериалсенчи "полици сотрудникĕ-сем" тахçанах пире саккунлăха палăртас ĕçре арçынсен тивĕçĕ пĕлтерĕш-лине кăтартса пачĕç. Тĕрĕсех çакă. Киносенчи "ментсемпе" "оперсем" преступленисене уçса парас тесе хăрушă, йывăр ĕçе пурнăçлаççĕ. Оперативниксем, следовательсем, учас-ток уполномоченнăйĕсем кулленех йĕрке пăсакансемпе, çын вĕлерекенсемпе, мăшкăллакансемпе, хурахсемпе кĕрешĕ-ве кĕреççĕ. Анчах та полици ĕçченĕсем хушшинче ытлашши палăрсах кайман сотрудниксем те пур. Вĕсем тĕпчекен ĕçсем, телее, тарпа е юнпа витĕнмен. Апла пулин те вĕсене уçса парас текен саккун представителĕн тĕл пеме те, самбо приемне те пĕлмелле.

Раиса чи малтанах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах амăшĕ сĕннипе юрист профессине суйласа илнĕ. Мăн Этмен шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан вăл Шупашкарти электромеханика техникумне юриста вĕренме кĕнĕ, унтан куçăмсăр майпа çак профессипех аслă пĕлỹ илнĕ. Вĕреннĕ чухне те, каярахпа та Раиса Вячеславовна пĕлỹ тĕнчине илсе кĕртнĕ пĕрремĕш учительне Лидия Александровна Федорована, аслăрах классенче вĕрентнĕ Зинаидăпа Николай Полозинсене тата ытти вĕрентекенсене яланах ырăпа аса илет. Вĕсем вĕрентни, ăслă сăмахпа пулăшни паянхи кун та хавхалантарса тăнине палăртать.

2008 çултанпа ĕнтĕ Раиса Вячеславовна Шупаш-карти Ленин районĕн-чи шалти ĕçсен пайĕнче дознавательте вăй хурать, пĕчĕкрех тата вăтам йывăр преступленисене тĕпчет. Документсемпе ĕçлесси, тухса çỹресси, дежурствăсем, допроссем, протоколсем _ çакăнтан тытăнса тăрать унăн ĕçĕ. Мĕнле тỹсет? Мĕне кура?

Преступникпа калаçасси те çăмăл маррине пĕлетпĕр. Анчах Раиса Вячесла-вовна тивĕçне чыслăн пурнăçлать, уголовлă ĕçсене уçса парассинче пысăк кăтартусемпе палăрать. Лайăх дознавателĕн тĕп пахалăхĕ-сем _ тỹсĕмлĕх, итлеме пĕлни, лару-тăрăва хăвăрт хăнăхасси, çынпа хăвна тĕрĕс тытасси _ унăн йăлтах пур, çакă тытса тăрать ăна килĕшнĕ ĕçре.

- Кунта таса психологи, _ тет полици капитанĕ Раиса Маслова. _ Тепĕр чухне тытса чарнă çынпа кăна мар, инкек тỹснĕ çынпа та çирĕпрех пулма тивет. Опыт кăтартса панă тăрăх, дознавателĕн канусăр ĕç кунĕсене, уголовлă ĕçсене тĕпчемелли çирĕп графика арçынсем тỹс-се çитереймеççĕ. Часах канăçлăха, ыйха çухатаççĕ, лăпкăрах ĕçе куçаççĕ.

Ăнланмалла, хĕрарăмăн ку ĕçре çемье валли вăхăт сахал юлать. Анчах Раиса Вячеславовна Максим мăшăрĕпе, тăватă çул çурăри Ярослав ывăлĕпе калаçма, канма тата ашшĕ-амăшĕ патне тăван яла килсе кайма вăхăт яланах тупать. Унсăрăн епле-ха...

- Чи кирли _ кирек хăш вăхăтра та çыннăн çын пек пулмалла, хĕрарăм пулнине манас çук. Килпе ĕçе шайлаштарса пурăнма пĕлмелле, _ тет 28 çулхи полици сотрудникĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика