АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсен хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçламалла

13 марта 2015 г.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май пирĕн корреспондентпа тĕл пулса калаçма кăмăл турĕ.

- Вадим Петрович, юлашки çулсенче ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсене модернизацилени пирки чылай калаçатпăр...

- Ялти культурăпа кану учрежденийĕ _ ял çыннине канма, тỹлевсĕр информаци тата культура пулăшăвĕ илме, çын пултарулăхне аталанма пулăшакан пĕртен-пĕр вырăн. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял культури республикăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртать, çавăнпах ĕнтĕ Чăваш Енре ялти культура учрежденийĕсене модернизацилес тата вĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерес енĕпе ятарлă программа пурнăçланать. Ку енĕпе калăпăшлă ĕçсем пурнăçланнăранах эпир Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ултă культурăпа кану учрежденине çĕнетме пултартăмăр, çав шутра 2014 çулта _ Питĕркассинчи Культура çуртне. Паллах, юсаса çĕнетнĕ культура учрежденийĕ-сенчен пысăкрах та çĕнĕ кăтартусем кĕтетпĕр, вĕсенче çĕнĕлле ĕçлессе шанатпăр.

Эпир культура учрежденийĕсен пултарулăх ĕçĕсен мониторингне тусах тăратпăр _ çакă вĕсен халăха тивĕçтерекен ĕç-хĕлне пĕлме пулăшать. Хĕрлĕ Чутай районĕпе илес пулсан _ 2014 çулта ялти культура çурчĕ-сенче халăхпа 5 пин ытла культура мероприятийĕ ирттернĕ. Районта халăх пултарулăхĕн 130 клуб пĕрлешĕвĕ активлă ĕçлет, вĕсене 1,7 пин çын çỹрет. Ку республикăпа пĕтĕмĕшле пăхас пулсан вăтам кăтарту шутланать.

- Кăçал Раççейре Литература çулталăкне, республикăра Константин Иванов çулталăкне паллă тунă май район библиотекисен фончĕсем мĕнле кĕнекесемпе пуянланĕç?

- Чăваш Республикинче Литература çулталăкĕпе К.В. Иванов çулталăкĕ пĕр килет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Константин Васильевич Ивановăн культура еткерĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕш-не шута илсе, ăна асра тытас тата обществăна литературăпа çывăхлатас тĕлĕшрен йышăну туни пирĕн халăхшăн паха пулăм. Мĕншĕн тесен паян чăваш литературине патшалăх тĕревĕ кирлех. Республика Пуçлăхĕ çакна асăрхани савăнтарать, çак йышăну çĕнĕ талантсем тата чăваш халăхĕ валли чаплă çĕнĕ хайлавсем çуратма пулăшасса шанатпăр. Çулталăк тăршшĕпех культурăпа искусство учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсемпе тĕплĕнрех пирĕн министерство сайтĕнче паллашма пулать. Халăха кĕнеке вулас ĕçе ытларах явăçтарас тесен, паллах, библиотекăсенчи кĕнеке фондне çĕнетсех тăмалла. Кăçал пирĕн чи малтанах чăваш çырав&¸исемпе поэчĕсене тимлĕх уйăрмалла тесе шутлатăп. Хальхи вăхăтра республикăра 539 библиотека ĕçлет, вĕсенче 9,6 миллион документ упранать. Чăвашра çыравçăсен 3 пĕрлешĕвĕ ĕçлет (ертỹçисем - Михаил Николаевич Юхма, Сергей Лукиянович Павлов, Федор Георгиевич Агивер). Çак ушкăнсенче пурĕ _ 370 литератор. Çулсерен республикăра 2 пин ытла кĕнеке пичетленет, çав шутра 200-шĕ _ илемлĕ литература хайлавĕсем. Халăх çỹрекен библио-текăсене çулсерен 150 пин экземпляр çĕнĕ кĕнеке килет, вĕсенчен 20 ытла пинĕ - чăвашла. Сирĕн районти 17 библиотекăра вара пурĕ 185 пин ытла кĕнеке. Чăваш кĕнеке издатель-стви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен ин-ститучĕ, Чăваш Республикин обществăлла культура центрĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕ, уйрăм çыравçăсем пичетлекен кашни кĕнеке, наука литератури кăçал та республикăри пур библиотекăна та çитессе шанас килет.

- 2015 çулта ялсенчи культура инфратытăмне çĕнетес тĕллевпе мĕнле ĕçсем тума палăртатăр?

- Каларăм ĕнтĕ, ялсенчи культура аталанăвне эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Модернизаципе килĕшỹллĕн кăçал чылай клубра капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме палăртатпăр, çав шутра сирĕн районти Тралькассинчи Культура çуртĕнче те. Çĕнетнĕ культура çурчĕсенче мĕнле ĕçленине кăçал республикăри Халăх пултарулăхĕпе культура керменĕ тĕрĕслесех тăрĕ тата вĕсене кирлĕ пулăшупа тивĕçтерĕ. Çĕнĕлле ĕçлемелли майсемпе меслетсем шутне тỹлевлĕ мероприятисем ирттересси те кĕрет, çав шутра республикăри патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекен артистсене явăçтарассине те йăлана кĕртмелле. Кăçал эпир Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине уявлатпăр. Çавăнпа та 1941-1945 çулсенче пынă хаяр вăрçăра пуçĕ-сене хунисене асăнса лартнă палăксене пирĕн кирлĕ шайра тытмалла, юсав ĕçĕсем ирттермелле. Хĕрлĕ Чутай районĕн-че 54 палăк вырнаçнă, пурте пĕрле тăрăшсан, тасату кунĕсем йĕркелесен Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне вĕсене йĕркене кĕртмеллех.

- Вадим Петрович, культура ĕçченĕсен шалăвĕ пирки те сăмах пуçарар-ха... 

- 2014 çулта эпир, Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕ-сене пурнăçланă май, культура ĕçченĕсен шалăвне тапхăрăн-тапхăрăн ỹстертĕмĕр. Хĕрлĕ Чутай районĕпе илес пулсан, культура тытăмĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 12318,1 тенкĕпе танлашрĕ. Палăртас килет, çав хушăрах республикăри вăтам шалу 11086,7 тенкĕпе танлашрĕ. Шалу ỹстĕр тесен бюджет укçине кăна шанмалла мар, харпăр хăйĕн те укçа ĕçлесе илме вĕренмелле. Кашни ĕçчен хăй ĕçĕн пахалăхне кура шалу илтĕр. 

- Паян культура тытăмĕнче пулса иртекен улшăнусене уçăмлатсамăр...

- Хальхи вăхăтра ертỹлĕх тытăмĕнче улшăнусем _ учрежденисене централизацилесси (пĕрлештересси) _ пур çĕрлĕ пулса пыраççĕ, çав шутра культура тытăмĕнче те. Вырăнти хăйтытăмлăх саккунĕсене улшăнусем кĕртнипе çыхăннă çакă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче халĕ "Клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕ" учреждени ĕçлет, унăн ертỹçин тивĕçĕсене Ольга Александровна Сергеева пурнăçласа пырать. Асăннă тытăм районти ялсенчи культура учрежденийĕсен пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлне тивĕçлĕ йĕркелесе пырасса шанатпăр.

- Пирĕн районта культура пурнăçĕ "вĕресе" тăрать темелле, тăтăшах тĕрлĕ мероприяти, конкурс-фестиваль иртет. Анчах та çав хушăрах ялти клубсем канмалли кунсенче каçхи вăхăтра хупă тăнă пирки пăшăрханса калаçнине илтме пулать...

- Культура учрежденийĕсен ĕç вăхăтне коллектив килĕшĕвĕнче е ĕç кунĕн правилисенче пăхса хураççĕ, вĕсене пăсакана дисциплинарлă явап кĕтет. Ман шутпа, пур культура ĕçченĕн те хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçламалла, мĕншĕн тесен вĕсен ĕç-хĕлĕнче _ ялти клубăн малашлăхĕ. Клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕсен ертỹçисем ĕçе мĕнле йĕркелемеллине пăхса тухаççех пулĕ тетĕп. Ялсенчи клубсен ĕç-хĕлне тишкерсе халăх культурине малалла аталантарас тесен мĕнле ĕçлемеллине палăртасса шанатăп. Пирĕн Культура министерстви тата республикăри Халăх пултарулăхĕпе культура керменĕ культура ĕçченĕсемпе тĕрлĕ семинар, çаврасĕтел, мастер-класс ирттерсех тăраççĕ пулсан та, шел пулин те, хăш-пĕр ялсенчи клубсене вăхăтра уçман тĕслĕхсем пур-ха хальлĕхе. Çавăнпа та клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕсен ертỹçисем малашне ĕçе мĕнле йĕркелемеллине тепĕр хут çывăх вăхăтра пăхса тухаççех пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен мĕн авалтан культура халăха аталанма пулăшакан хăватлă та витĕмлĕ ăс-хакăл никĕсĕ пулнă. Ку сфера паян та ĕмĕрсем хушши çирĕпленнĕ кăмăл-сипет эткерлĕхне, несĕлсен пуян йăли-йĕркине пĕр тĕвве çыхса вăйлă та пур енлĕ маттурсене çитĕнтерме тивлет паракан хутлăх пулса тăрать. Этем пурнăçĕнче культурăн пайти питĕ пысăк. 

- Тавтапуç калаçушăн.

Алина КАРПОВА калаçнă. 

¸

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика