АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕрле тепĕр хутчен тытса чарсан уголовлă явап тытма тивĕ

13 марта 2015 г.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 28-мĕшĕччен Çĕмĕрле хулин тата Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен территорийĕсенче транспорт хатĕрĕсемпе ỹсĕр çỹренĕ 26 водителе тытса чартăмăр. Вĕсенчен 6-шĕ ỹсĕр пулнине тĕрĕслессине хирĕçлерĕç. Пĕр водитель вара руль умĕнче урă мар пуçпа тепĕр хутчен çакланчĕ. Миравай судьясем ку водительсене 1,5-3 çуллăх транспорт хатĕрĕсемпе çỹреме чаракан йышăну кăларнă, çавăн пекех 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран административлă штраф хунă. Водительсене тепĕр хутчен çирĕппĕн асаилтерес килет: ỹсĕрле транспорт хатĕрĕпе çỹрени Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсни шутланать. Урă мар чухне çын йĕри-таврари лару-тăрăва япăхрах ăнкарать, çавна май инкек тухасси те инçех мар. Çавăн пекех çакна пĕлтересшĕн: кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ỹсĕрле руль умне ларнă водителе тепĕр хутчен тытса чарсан тата медицина тĕрĕслевне хирĕçлесен уголовлă яваплăх кĕтет.

Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика