АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă сывлăш, лайăх кăмăл, çĕнĕ вăй-хал…

13 марта 2015 г.

Спорт занятиййĕсене уçă сывлăшра ирттерни сывлăха çирĕплетет кăна мар, кăмăл-туйăма та çĕклет. Уçă сывлăшра, спортзалтипе танлаштарсан, спорт занятиийĕсен усси те пысăкрах. Çакна "Нива" ЯХПК ертỹçи Владимир Мурайкин никамран лайăх пĕлет. Владимир Иванович районти ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем хушшинче спортпа чи туслисен шутĕнче. Ăна спорт мероприятийĕсенче тăтăшах куратăн. Вăл футболла та вылять, тĕрлĕ чупăва та хутшăнать, йĕлтĕрпе те чупать... Хĕлле вара час-часах "Хастар" ФСК-на çỹрет. Пуçаруллă ертỹçĕ "Нива" хуçалăхра ĕçлекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупас ăмăртăва йĕркелеме шухăшлани те тĕлĕнтермест. Шухăшланă _ тунă. Мартăн 4-мĕшĕнче "Чавал" уçланкăра "Хастар" ФСК йĕлтĕр йĕрĕ çинче спорт уявĕ иртнĕ. Асăннă хуçалăх дояркисем, механизаторĕсем, ферма заведующийĕсем тата ытти ĕçченсем туслăн йĕлтĕр çине тăнă. Чылайăшне тахçанах йĕлтĕр çине тăманни те хăратман, вĕсем хаваспах ĕçтешĕсемпе ăмăртма кăмăл тунă. Чи малтанах хĕрарăмсем тупăшнă, унтан арçынсем старта тăнă. Вĕсем пурте уçă сывлăшра лайăх кăмăл-туйăм илсе малалла ĕçлеме çĕнĕ вăй-хал пухнă. Çĕнтерỹçĕсене пурне те парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă. Сăмах май калас-тăк, район больницин ĕçченĕсем те пĕрле пухăнса йĕлтĕрпе чупаççĕ. Район çыннисен, ĕç коллективĕсен "Нива" ЯХПК тата район больницин ĕçченĕсенчен ырă тĕслĕх илесчĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасчĕ.

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика