АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркунне пире ăшă туйăмсем парнелет

13 марта 2015 г.

Кăçал хĕле Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, мартăн 7-мĕшĕнче, ăсатрăмăр. Хĕвелĕ те уявра çуркунне вăй илсе пынине систерсе кунĕпех хĕртсе пăхрĕ. Район центрĕнче янăракан юрă-кĕвĕ, çỹçеллĕ пысăк тутăр çыхнă, сăхман, пустав тăхăннă чăваш хĕрĕсем, ватти-вĕтти, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ лашасемпе хыçлă çунасем, юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсем уяв сумне хăпартрĕç. Хĕл ăсатăвне пухăннă район çыннисене тата хăнасене район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Хĕрлĕ Чутай районĕн "Чавал" ентешлĕхĕн председателĕ Александр Самылкин, "Буревестник" комбинатăн директорĕ, Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннă гварди подполковникĕ Юрий Кудряшов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăшшăн саламларĕç, пурне те çирĕп сывлăх, телей тата ăнăçу сунчĕç. Сăмах илекенсем этемлĕхĕн черчен çуррине çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе те саламларĕç. Унтан районти тĕп Культура керменĕнче (Клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕнче) тăрăшакансем хĕл ăсатăвне халалласа йĕркеленĕ театрализациленĕ кăтарту пуçларĕç. Çавăн пекех уява пухăннисене ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа, юмахри сăнарсемпе савăнтарчĕç. Уяв концерчĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "Чи лайăх пултарулăх ушкăнĕ" номинацире пĕрремĕш вырăна Пантьăк ял тăрăхĕ тивĕçрĕ. Кĕçех район центрĕн тĕп урамĕпе ял тăрăхĕ-сенчен килсе çитнĕ капăр лашасемпе лавсем, автомобильсем иртрĕç. Хыçлă çунасем çинче такам та пур: Нарспипе Сетнер, Хĕлмучипе Юрпике, юмахри сăнарсем... Çунасем çинчи хĕрсемпе каччăсем купăс çеммипе хаваслă юрă шăрантарчĕç. Кỹлнĕ лашасен конкурсне районти виçĕ ял тăрăхĕ хутшăнчĕ: Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк, Атнар. Асăннă конкурсра атнарсем мала тухрĕç, пантьăксем _ иккĕмĕш, хĕрлĕчутайсем - виççĕмĕш. "Уяври чи илемлĕ лавсем" номинацире пĕрремĕш вырăна Пантьăк ял тăрăхĕ тивĕçрĕ, Атнар ял тăрăхĕ - иккĕмĕш, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ - виççĕмĕш. Кăçал та конкурса йĕркелекенсем Хĕл ăсатăвне кỹ-лнĕ лашасемпе тухнисене пурне те парнепе хавхалантарчĕç. Шел, тройкăсем пулмарĕç. Уявра кашниех хăйне май киленỹ тупрĕ. Спортпа туслисем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç: турник çинче туртăнчĕç, шăчă тăрăх хăпарчĕç, мăйăхсемпе çапăçрĕç. Аслисемпе ачасем сцена çинчи пултарулăх ушкăнĕсене курса савăнчĕç. Çак кун Штанаш, Хусанушкăнь тата Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те пĕрле пухăнса уява савăнăçлă ирттернĕ, кỹлнĕ лашасемпе чупнă, юлашкинчен катемпие (улăмран хатĕрленĕ çын кĕлеткине) çунтарса хĕле ăсатнă, çуркуннене кĕтсе илнĕ.

А.ВЛАДИМИРОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика