13 марта 2015 г.
Етĕрне районĕн сучĕ сакăр çамрăк тĕлĕшпе приговор йышăннă. Вĕсенчен иккĕшĕ _ çул çитмен çамрăксем. Конкретлă рольсене тата хутшăннин степеньне пăхса суд вĕсене РФ УК-ан 131 статйипе (мăшкăлланăшăн) тата 132 стайин 2-мĕш пайĕпе (пусмăрланăшăн) айăплă тесе йышăну тунă. Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ тата сучĕ çакна çирĕплетнĕ: 2014 çулхи майăн 31-мĕшĕнче каçхине Хĕрлĕ Чутай салинче усал шухăшлă арçыначасенчен пĕри хăй палланă 17 çулхи хĕр патне шăнкăравланă, ăна урама тухма хушнă. Унтан вăл хăйĕн икĕ юлташĕпе пĕрле хĕр патне машинăпа çитнĕ. Яш калаçăва хăйĕн килĕнче тăсма сĕннĕ, хĕре лартса кайнă. Вĕсене килĕнче каçхи дискотека хыççăн канакан пилĕк ỹсĕр юлташĕ кĕтнĕ. Унтан усал шухăшлă çичĕ çамрăк черетпе çул çитмен хĕре мăшкăлланă. Çакă çеç мар, вĕсенчен пĕри пĕр каварлă юлташĕпе пĕрле хĕре пусмăрланă (насильственные действия сексуального характера). Суд йышăнăвĕпе çамрăксене 3 çултан пуçласа 5,5 çул таран ирĕксĕр хăварнă. Вĕсен пĕрлехи режимри колонире ларма тивет. Хальлĕхе приговор вăя кĕмен. Палăртмалла, судпа айăпланă çамрăксем районти тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Шупашкартан. Преступлени тунă вăхăтра яшсенчен виççĕшĕ тĕп хуламăрти тĕрлĕ ВУЗ-сенче вĕреннĕ, вăл шутра _ юридици факультетĕ-нче.Тепĕр виççĕшĕ техникумсенче пĕлỹ илнĕ, иккĕшĕ ниçта та вĕренмен, ĕçлемен.
Источник: "Пирěн пурнăç"