АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне тăван халăха халалланă

13 марта 2015 г.

Лев Степанович Лобов Штанаш шкулĕнче пуçламăш класс ачисене пĕлỹ панă. Мăшăрĕ Антонина Егоровна çав шкултах çамрăк ăрăва историпе географи предмечĕсене вĕрентнĕ. Вĕсем тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Виççĕшĕ вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн аслă пĕлỹ илсе дипломлă специалистсем пулса тăнă. Манăн паянхи сăмахăм Лобовсен иккĕмĕш ачи, Лев ывăлĕ çинчен. Вăл 1955 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Штанашра çуралнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, дневникĕнче "4" тата "5" паллăсем кăна пулнă. Общество ĕçне активлă хутшăннипе палăрса тăнă. Спорт ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусем тунă. Халĕ аппăшĕ Надежда Львовна каланă тăрăх, Лев вăтам шкул пĕтерсе алла аттестат илнĕ хыççăн килте çакăн пек калаçу пулса иртнĕ. _ Ывăлăм, _ тенĕ ашшĕ. Эсĕ пирĕн ĕçе малалла тăссан питĕ аван пулĕччĕ те... Паянхи саманара учительсем сахал мар кирлĕ. _ Эпĕ хам кам пуласси çинчен тахçанах шухăшланă, _ хурав панă Лев. _ Врач пулса çынсене сыватас килет манăн. Çутă тĕллевлĕ çамрăк чăнах та Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Ку вăл 1971 çулта пулнă. Аслă пĕлỹ илсе дипломлă специалист пулса тăма çăмăлах мар-мĕн ял каччине. Тăрăшнă, ỹркенмен _ кирек епле ĕçе те вăхăтра, пахалăхлă пурнăçланă. Наука енне те туртăнма пуçланă. Университетăн юлашки курсĕнче вĕреннĕ вăхăтрах темиçе ăслăлăх ĕçĕ хатĕрленĕ. Кайрантарах Лев Лобов çав материалсемпе усă курса тата çĕнĕ тĕпчевсем ирттерсе диссертаци хỹтĕ-ленĕ, медицина наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Çулсем малалла шунă май Лев Львович тĕп хуламăрти _ Шупашкарти _ медицина учрежденийĕнче тăрăшнă. Ăсталăхĕпе пултарулăхĕ те ỹссе пынă. Хальхи вăхăтра вăл хула больницин травматологи уйрăмĕн заведующийĕ. Яра кунах халăха йышăнать врач. Кашни пациентпах тимлĕ вăл. Ара, алă-ура хуçакансем сахал-и паянхи кун? Больницăна пынă çыннăнне малтанах суранне ỹкерчĕк тăваççĕ, унпа паллашнă хыççăн вара гипспа хытараççĕ. Ку анчах-и? Нумай чухне ятарлă механизм та вырнаçтарма тивет. Тепĕр чухне тата тĕрĕс мар сыпăннă шăмăсене аркатса çĕнĕрен çыпăçтармалла пулса тухать. _ Врач-травматолог ĕçĕ çăмăл мар, _ тет Лев Львович. _ Хам ĕмĕрте нумай-нумай çынна сыватса ура çине тăратрăм ĕнтĕ. Çак уйăхра тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитет. Лев Лобов врач пурнăçне тăван халăха халалланă. Институт пĕтерсен те вăл урăх облаçсене ĕçлеме кайма шухăшламан. Шупашкартах çемье çавăрнă. Мăшăрĕ-пе икĕ хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Акă Таня аслă пĕлỹллĕ экономист. Катя вара ашшĕн ĕçлĕ çул-йĕрне малалла тăсма тĕллев лартнă, вăл _ врач. Çакă интереслĕ. Лев Львович çу кунĕ-сенче кашни канмалли кунах Штанаша килет. Тăван тăрăх, çунат сарса вăй-хал панă тавралăх хăй ытамне йыхăрать ăна. Ял çумĕнчи ешĕл вăрман, анлă уй-хир унăн чун-чĕрине çывăх. Чи пахи _ ял-йыш, кỹршĕ-аршă пуринчен те хаклăрах. Çавăнпах вăл хăй çуралса ỹснĕ çурт-йĕ-ре çĕнетме тытăннă. Строительство материалĕсем кỹрсе пỹрт çĕклесе лартнă ĕнтĕ. Кăçал ытти хуралтисене те туса çитерме шухăшлать. _ Ял çыннисемпе курса калаçни, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлсе тăни мана пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать, _ тет Лев Львович Лобов. Геннадий АНИСИМОВ, Хĕрлĕ Чутай сали.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика