АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехпе те, эмелпе те…

13 марта 2015 г.

2014 çулта районта хими япалисемпе (химическая этиология) 28 çын наркăмăшланнă, вĕсенчен 18-шĕ вилнĕ. Арçынсем хушшинче наркăмăшлан-нисем çирĕмĕн (71,4 процент), хĕрарăмсем - саккăрăн (28,5 процент). 2013 çулхи кăтартусемпе 19 çын (13 арçынпа 6 хĕрарăм) наркăмăшланнă, вĕсенчен 10-шĕ вилнĕ. Наркăмăшланнисенчен ĕçсĕррисем _ 64,2 процент, пенсионерсем - 10,7 процент, ĕçлекеннисем _ 21,4 процент, 14 çул тултарман ачасем - 3,5 процент. Йывăр наркăмăшланнă тытăмра ултă çул та тултарман ачасем тăнă _ 3,5 процент. Ытларах 18 çулти çамрăксем тата аслăраххисем наркăмăшланнă - 96,4 процент. Хими япалисемпе ĕçлеме пултаракан арçынсемпе хĕрарăмсем наркăмăшланасси пысăк (84,5 процент) пулнă. Сăлтавсенчен пĕри _ тем те пĕрпе наркăмăшланни (12 тĕслĕх): углерод окиçĕпе _ 7 çын, пестицидсемпе тата чемерица хутăшĕпе (настойка) _ 2-шер, çисе яракан япаласемпе тата уксус эссенцийĕпе _ 1-ер çын. 2013 çулта асăннă сăлтавсемпе 10 çын наркăмăшланнă. Иккĕмĕш вырăнта _ спирт продукцийĕпе наркăмăшланни (10 тĕслĕх): вĕсенчен 9-шĕ этил спиртне, этанола тата ытти хутăша пула вилнĕ. 2013 çулта кун пек тĕслĕх тăваттă пулнă, пурте вилнĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ эмел препарачĕсемпе наркăмăшланни (6 тĕслĕх). 2013 çулта кун пек тăватă тĕслĕх пулнă.

О.АЛЕКСЕЕВ, Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врач пулăшуçи. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика