18 марта 2015 г.
Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районăн Çул-йĕр фончĕ 21375,710 пин тенкĕпе танлашрĕ, вĕсенчен 7851,7 пин тенкине подрядчиксем валли муниципаллă автоçулсене пăхса тăма уйăрнă. Çавăн пекех 80 километр тăршшĕ автоçул çинче йĕрсем палăртса тухма 400 пин тенкĕ, çул-йĕр паллисене лартма 500 пин тенкĕ уйăрнă. Муниципаллă автоçулсем çинче кăçал 6897,100 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Ĕçсене çак çулсем çинче тăвасшăн: Хĕрлĕ Чу-тай салинче кварталсем хушшинче, "Хĕрлĕ Чутай _ Пчелка" автоçул çинче (Хĕрлĕ Чутай салин Красноармейски урамĕ тăрăх), "Сура" _ Утаркасси", "Сура" _ Шулю" автоçулсем çинче. Ял тăрăхĕсенчи çулсене пăхса тăма 2622,751 пин тенкĕ уйăрнă, кунти çулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттерме _ 2866,649 пин тенкĕ. Çулсене пур ял тăрăхĕнче те юсама палăртатпăр, пурĕ _ 2,250 км тăршшĕ. Унсăр пуçне ЧР Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ялсенче хытă сийлĕ çулсем тума уйăракан укçаран пирĕн района федераллă бюджетран 1235,219 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 2965,092 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çапла майпа районăн Çул-йĕр фончĕ 4200,311 пин тенкĕлĕх ỹсĕ. Вырăнти бюджетран çак ĕçсене валли 221,069 пин тенкĕ уйăрĕç. 2015 çулхи июнĕн 21-мĕшĕччен Хĕрлĕ Чутай салинчи нумай хваттерлĕ 27, 47 тата 25-мĕш çуртсем хушшинчи территорисенче капиталлă юсав ĕçĕсене туса пĕтермелле. Çакна валли 1137,510 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă ĕçсене "ЧебДор" ТЯО пурнăçлĕ.
Алексей МАГАСЬКИН, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"