18 марта 2015 г.
Социаллă тата психологи пулăшăвĕ паракан районти чи лайăх педагогсем тата чи лайăх класс ертỹçи паллă, çулталăк учителĕпе чи лайăх воспитатель çитес эрнере паллă пулĕç.
Иртнĕ эрнере районта пĕрремĕш хут чи лайăх дефектолога, психолога тата социаллă педагога палăртас енĕпе республика конкурсĕн муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ. Конкурса хутшăннисен уçă занятийĕсене курнă тата професси ăсталăхне палăртнă хыççăн жюри çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă: - районти чи лайăх педагог-психолог - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Елена Емельянова; - районти чи лайăх учитель-дефектолог - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Светлана Ярайкина; - районти чи лайăх социаллă педагог - Штанаш шкулĕнчи Алина Осеева. Конкурссене хутшăнса иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннисем тата тĕрлĕ номинацисенче палăрнисем: Галина Артемьева, Альбина Романова, Надежда Сятрайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Алина Поликарпова, Юлия Вадейкина (Мăн Этмен), Галина Спиридонова (Атнар шкулĕ).
Мартăн 13-мĕшĕнче районти чи лайăх класс ертỹçи те паллă пулнă, вăл _ Питĕркасси шкулĕнчи Ольга Фондеркина.
Мартăн 23-мĕшĕнче вара районта çулталăк учительне, чи лайăх воспитателе палăртĕç. Кун пирки хаçатăн çитес номерĕсенче пĕлтерĕпĕр.
А.КАРПОВА
Источник: "Пирěн пурнăç"