18 марта 2015 г.
1941-1945 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчен фронта 8020 çын, вăл шутра 54 хĕрарăм, 1446 комсомолец тухса кайнă. Хĕрлĕчутайсен вăрçăри паттăрла ĕçне çĕршывăн чылай наградипе палăртнă. Пирĕн ентешсенчен иккĕшĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри _ Иван Васильевич Индряков. Кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Мухтавлă ентеш пурнăçĕ халăх кун-çулĕпе, çĕршыв историйĕпе тачă çыхăннă. Совет Çарĕн майорĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Иван Индряков 1915 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн учительсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ, унтан пуçламăш классене пĕлỹ тĕнчипе паллаштарнă. 1938-1939 çулсенче Иван Индряков Ĕçпе хресченсен Хĕрлĕ Çарĕнче службăра тăнă. 1941 çулхи август уйăхĕ-нче ăна тепĕр хут çара йыхравланă. Тăшманпа пĕрремĕш хут Индряков Мускав çывăхĕнче тĕл пулнă. Хаяр çапăçура 5-мĕш дивизи, унта Иван Васильевич та пулнă, Гитлер чаçĕсене аркатса наступление куçнă. 1944 çулхи июнь уйăхĕ тĕлне Иван Индряков лейтенант артиллери батарейин командующийĕ пулнă. Унăн батарейи хаяр çапăçусенче тăшманăн икĕ танкĕпе 44 автомашинине тĕп тума пултарнă. Вăрçă пĕтсен те Индряков Совет Çарĕнче службăра тăнă, Ленинград хулинче Офицерсен аслă артиллери шкулне пĕтернĕ. Унтан вăл Грузири Марнеуль районĕн çар комиссариатĕнче вăй хунă. 1959 çулта Индряков майора саппаса куçарнă. Вăл Тбилисире пурăннă, 1993 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче вилнĕ.
Ю.ГРИГОРЬЕВСКИЙ.
Источник: "Пирěн пурнăç"