18 марта 2015 г.
2014 çулхи декабрь уйăхĕнче район прокуратури О.Г.Ермолаев гражданинăн РФ УК-ан 111 статйин 1-мĕш пайĕпе патшалăх айăплакан уголовлă ĕçне пăхса тухрĕ. Малтанхи тĕпчев тата суд ларăвĕнче палăртнă тăрăх, 2014 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче, сĕм каçхине, О.Г.Ермолаев хăйĕн тăванĕ патĕнче (Ю.П.Ермолаев килĕнче) ỹсĕр пулнă, тăванĕсене килĕштерсех кайман пирки кил хуçи арăмĕпе Н.В.Ермолаевапа хирĕçсе кайнă, кăмака умĕнчи турчкана илсе хĕрарăма çапса пĕтернĕ, лешĕ ỹкнĕ те тăн çухатнă. Çапла майпа О.Г.Ермолаев хĕрарăмăн пуçне, пуç мимине хытах амантса сиен кỹнĕ. Етĕрне район сучĕ арçынна виçĕ çул условнăй майпа айăпларĕ. Анчах та суд айăп тыттарнă чух О.Г.Ермолаев ỹсĕр пулнине, нарколог патĕнче учетра тăнине тата инкек тỹсекене тухтăрсем кăна çăлса хăварнине шута илмерĕ. Çавăнпа район прокуратури ĕçе тепĕр хут пăхса тухма представлени тăратрĕ. ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕ ĕçе пăхса тухнă хыççăн РФ УК-ан 73-мĕш статйине кура приговора пăрахăçларĕ.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"