18 марта 2015 г.
Юлашки çулсенче алкоголь продукцийĕ самай хакланчĕ. 2012 çулта çур литр шур эрех 98 тенкĕ тăнă пулсан, иртнĕ çул унăн хакĕ 220 тенкĕ таран ỹсрĕ. "Сулахай" продукт йỹнĕ-рех пулнă май халăх ăна туянма тытăнчĕ. Федерацин тата регионти алкоголь рынокĕн тĕпчев центрĕн даннăйĕсемпе 2014 çул пуçламăшĕнче шур эрех ĕçме кăмăллакансен çуррине яхăнĕ кăна саккунлă майпа сутма юракан шĕвеке илнĕ. Рынокăн ытти пайне вăрттăн продукци йышăнать. Вăл заводра туса илнĕ "сулахай" шур эрех. Тен, вăл пахалăхĕ-пе лайăх та, анчах ăна вăрттăн, налуксемпе акцизсене тỹ-лемесĕр, сутаççĕ. Апла-тăк сăмакунпа та, тĕрлĕ суррогат продукцийĕпе те наркăмăшланма пулать. Çавăнпа та граждансен алкоголь продукцине палламан çын аллинчен мар, лавккаран туянмалла. Сăмах май, 2015 çулти февралĕн 1-мĕшĕнчен эрех йỹ-нелчĕ. Çур литр шур эрех лавккасенче 185 тенкĕ тăрать (чи йỹнни). Çапла туса влаçсем граждансем саккунлă майпа сутма юракан эрех çине куçасса шанаççĕ.
О.АЛЕКСЕЕВ, Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врач пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"