АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман уншăн - чи хакли

18 марта 2015 г.

Федор Федорович Ухлейкин Тихăнушкăнь ялĕнче çуралса ỹснĕ. Унăн ачалăхĕпе яшлăхĕ çăмăл пулнă теме çук. Йывăр вăхăтра ỹснĕ, çапах та çутă малашлăха шанса пурăннă. Вăрçă çулĕсенче ялти ватă-вĕтĕпе хуçалăх уй-хирĕнче суха тунă, сỹреленĕ, йĕтем çинче ĕçленĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннă пулин те пуçа усман. Аслисенчен вĕренсе ĕçе хăнăхса пынă. Ял пурнăçне юратнăран шкул пĕтерсен ялтан кайма шутламан. Ашшĕ-амăшне кил-тĕрешĕнче пулăшнă. Уй-хир бригадинче тимленĕ, ял-йышпа вăрмана йывăç лартма çỹренĕ. Федор Федорович тăрăшулăхне аслисем асăрханă. Хура Кĕсре лесничествине лесник ĕçĕсене пурнăçлама чĕннĕ. Ĕçĕ яваплă пулин те вăл часах вăрман ĕçне кỹлĕннĕ. Татьяна мăшăрĕ те хирĕç пулман. Унăн лесникри ĕç стажĕ 1965 çулта пуçланнă, 1995 çулта вара тивĕçлĕ канăва тухнă. 30 çул хушши пĕр улшăнмасăр пурнăçне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă. Тăван тавралăха сыхлас, унăн пуянлăхĕ-пе илемне упрас тесе тăрăшнă. Кунне вун-вун километр кая хăварса хăйĕн вăрман территорине çаврăнса тухса тĕрĕслесех тăнă _ çамрăк йывăçсене ĕнĕ-выльăх сăтăр туман-и, е ирĕк памасăр йывăç касса кайман-и _ йĕрке пăсакансене тупса палăртмалла пулнă. Çакă вăл лесникăн кулленхи ĕçĕ пулнă, çĕнĕ çул умĕн чăрăшсене ирĕн-каçăн сыхланă. Хăй вăхăтĕнче вуншар гектар çамрăк хунав лартнă, пăхса ỹстернĕ. Юлташĕ-сене пулăшма яланах хатĕр пулнă. Çывăхри ялсенче пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупса вăрман ĕçне явăçтарнă. Хура Кĕсре лесничествине хамăрпа кỹршĕллĕ Етĕрне, Элĕк, Çĕмĕрле тата ытти районсенчен сахал мар çын килсе çỹренĕ, кил-çурт çавăрма юман, çăка, ăвăс, хурăн хатĕрленĕ, вутă-шанкине турттарнă. Çуллахи кунсенче Федор Ухлейкинăн ĕç хушăнсах пынă. Тĕрлĕрен эмел курăкĕ, йĕкел, кăмпа, хурăн шывĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, çỹçе хуппи пухассипе тимленĕ, утă хатĕр-лесе капана хывнă. Çак ĕçсенчен унăн мăшăрĕ те аякра юлман, пулăшса пынă. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн, вăрман пуянлăхне перекетлесе хушса пынăшăн Федор Федорович виçĕ хисеп паллине, хисеп хучĕ-сене тивĕçнĕ, вăл шутра Хурашаш чиркĕв-не çĕнетес енĕпе тăрăшнăшăн. Çавăн пекех вăрман ĕçченне "Ĕç ветеранĕ" ята та парса чысланă. Халĕ Федор Федорович 80 çулта, хальлĕхе сывлăхĕ çине пăшăрханмасть. Ачаранах йывăçпа ĕçлеме хăнăхнăран вăл килĕнче тытман-туман ĕç çук та пулĕ. Вăл _ ăста платник, столяр, çĕвĕç, çăматă йăвалакан, кăмака, катка-пичке, çуна-урапа, валашка, уйран çỹпçи, пыл чĕресĕ тăвакан. Пурте ун алли витĕр тухаççĕ. Хĕллехи кунсенче те ахаль лармасть ветеран. Усă курнă çавасенчен çĕçĕсем ăсталать. Хуçалăхра кирлĕ пулакан хăй тунă хатĕрсемпе пасара тухать. Çăпата тума та манман-ха вăл. Федор Федорович сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытать: чĕлĕм туртмасть, эрех-сăрапа туслă мар. Федорпа Татьяна Ухлейкинсем 57 çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр чĕлхе тупса хăтлă йывăç çуртра пурăнаççĕ. Тасалăх, тирпейлĕх хуçаланать вĕсен. Кил таврашне те çĕнетсех тăраççĕ. Иртнĕ çул вĕсем, пĕри июнь, тепри август уйăхĕ-сенче, 80 çул тултарнине паллă турĕç. Мăшăр икĕ ывăлпа тăватă хĕр çуратса çитĕнтернĕ, ачисене пурнăçа, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ. Халĕ Ухлейкинсен 11 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Мăнукĕ-сенчен пĕри истори наукисен кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Ачисем пурте çемйисемпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне манмаççĕ, тăтăшах килсе çỹреççĕ. Кил ăшши вара пурне те çитет.

Порфирий ВОЛКОВ, Тихăнушкăнь ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика