20 марта 2015 г.
Мартăн 18-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа курса калаçрĕç. Я лсене кайиччен вара Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина ертсе пыракан ушкăн райадминистрацин активĕ-пе тĕл пулчĕ, Информаци кунĕн тĕп темисене _ Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçĕ-пе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2015 çулта тумалли задачăсем, çул-йĕр çинче 2015 çулта туса ирттермелли ĕçсем, çуракине хатĕрленесси, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине чыслăн уявласа ирттересси _ тишкерчĕ.
Тĕлпулура районта пурăнакан тыл ĕçченĕсене _ Хĕрлĕ Чутайри Ольга Ильинична Мохнатована, Пантьăкри Анна Петровна Михеевана, Питĕркассинчи Василий Александрович Вазина, Атнарти вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмри Матрена Никитична Лапаевана "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе _ 70 çул" юбилей медальне парса чысларĕç. Унтан Татьяна Мининапа райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан ушкăн Пантьăк ял тăрăхне çитнĕ, кунта пухăннисемпе курса калаçнă. Тĕлпулу пуçламăшĕнче Мария Федотовна Федорована, Анна Петровна Захарована, Юлия Михайловна Максимована тата Геннадий Николаевич Дьячкова юбилей медалĕсене панă. Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Николай Лисаев фермер хуçалăхĕнче пулнă, çуракине хатĕрленнĕ май техникăна юсас ĕç мĕнле пынипе паллашнă. Мишеркасси шкулĕн педагогика коллективĕпе иртнĕ тĕлпулура сăмах ытларах çулсене юсасси пирки пынă. Кив Атикасси ял тăрăхĕнче иртнĕ тĕлпулура вăрçă ветеранне Клавдия Ижетникована тата тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсем парса чысланă.
Источник: "Пирěн пурнăç"