АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялхуçалăхне пулăшма программăсене упраса хăварнă

20 марта 2015 г.

Кризис пуçланчĕ, унран ниçта та кайса кĕреймĕн. Тăкаксене чакарассипе тата çĕнĕ майсем шырассипе мĕнпур мерăсене йышăнмалла. Çак ĕçе хăйсен тỹпине власть органĕсем те, ĕç паракансем те, яваплă специалистсем те тата кашни çын та хывма пултараççĕ. Федераци тата республика шайĕсенче йышăннă кризиса хирĕçле мероприятисен планĕсем патшалăх управленийĕн органĕсем лару-тăрăва йĕркене кĕртес тесе ятарлă мерăсем йышăнни çинчен калать. Ялхуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли импорта ылмаштармалли майсем тупас ĕç пĕлтерĕшлĕ, çитменнине тата ялхуçалăх продукцийĕн хакĕсем хальхи вăхăтра туса кăларассипе çыхăннă мĕнпур тăкаксене саплаштарма май памаççĕ. Ипотека кредичĕсене субсидилемелли майсем тунă. Мĕнпур условисене _ патшалăх управленийĕн органĕсем енчен пулăшу парасси евĕрлĕ тулашри майсене те, предприятисен хăйсен резервĕсем евĕрлĕ шалти майсене те пĕрлештермелле, çапла кăна эпир экономикăри мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерĕпĕр.

Валерий ПАВЛОВ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика