20 марта 2015 г.
Ытларикун, мартăн 17-мĕшĕнче, каçхи тăхăр сехет тĕлнелле пĕлĕтре тĕлĕнтермĕш çутçанталăк пулăмне _ çурçĕр шевлине (северное сияние) курма пулчĕ. Йăрăм-йăрăм шурă тĕтре евĕр çутă "юписем" пĕлĕте карса илнĕччĕ. Хушăран вĕсем выляса илсе тĕсне те улăштаркаларĕç... Чи малтанах кун пирки ывăлăм каласан, пĕлĕтре çурçĕр шевли пур тенине тỹ-рех ĕненес те килмерĕ. Çурçĕрте икĕ çул хушши салтакра пулнă мăшăрăм, чăн-чăн çурçĕр шевлине пĕрре кăна мар курнăскер, пирĕн тăрăхра кун пек пулăм пулма пултарайманнине каларĕ. Анчах та пĕлĕтелле пурте тинкертĕмĕр-ха, тĕлĕнтермĕш пулăма сăнарăмăр. Ялта пурăнакансем те асăрханă, шăнкăравлама пуçларĕç, "çурçĕр шевлине куртăр-и?" теççĕ... Ку пулăма пирĕн районта кăна мар, республикăри чылай районта, çав шутра Шупашкарта та, курнă иккен. Раççей Гидрометцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр çинчи питĕ вăйлă геомагнитлă тăвăла пула çак тĕлĕнтермĕше Раççейĕн вăтам пайĕнче чылай регионта курма май килнĕ. Шел, çутçанталăкăн çав тĕлĕнтермĕш пулăмне сăн ỹкерсе илме май килмерĕ. Пирĕн алă айĕнчи фотоаппаратсем кун пек пулăмсене ỹкереймеççĕ çав...
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"