АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çĕршыв гражданинĕн ĕçлеме ирĕк пулман

20 марта 2015 г.

Район прокуратури Федераллă Миграци службин территорири пункчĕ йышăннă постановленисем саккунпа килĕшсе тăнине тĕрĕслерĕ. Тĕреслев мероприятийĕсем çакна кăтартса пачĕç. Етĕрнери Федераллă Миграци службин территорири пункчĕн йышăнăвĕпе 1968 çулта çуралнă Сахиб Арян Оглы Гасымова РФ КоАП-ĕн 18.10 статйипе административлă йĕркене пăснăшăн 2000 тенкĕ штраф панă тесе çирĕплетнĕ. Анчах та çак гражданин ĕç-хĕле йĕркелеме ирĕк паракан документсăр пурнăçланине тишкерекен административлă ĕçре асăннă статьян пайне кăтартман. Унсăр пуçне саккунпа килĕшỹллĕн ют çĕршыв гражданинне административлă явап тыттарнипе пĕрлех Раççей Федерацийĕн тулашне кăларса яма ирĕк пулнă. Çав хушăрах постановленире Гасымова явап е хушма явап тыттарасси пирки палăртман. Етĕрне район судне хирĕçлеме тăратнă постановленине тишкернĕ хыççăн ăна пăрахăçланă тата тепĕр хут тишкерме ярса панă.

Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика