20 марта 2015 г.
Документсене патшалăхăн тĕрлĕ органĕсенче йĕркелессипе пирĕнтен кашни тĕл пулнă. Граждансене меллĕрех, ансатрах пултăр тесе патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталне йĕркеленĕ. Ун урлă патшалăх органĕсене заявленисене тăратма чылай лайăхрах: - заявление талăкĕпех кирек ăçтан та тăратма пулать, паллах, Интернет пур-тăк; - заявление электрон майпа тăратсан (ют çĕршыв паспорчĕсĕр пуçне) гражданинăн территорири миграци службине пĕр хутчен кăна каймалла; - тăратнă заявлени тĕрĕс пулнине малтанах пăхса тухма пулать; - заявление пăхса тухни пирки "Харпăр хăйĕн пỹлĕмĕ" урлă пĕлме май пур тата ытти те. Паянхи кун Федераллă Миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ электрон майпа çак пулăшусене парать: - адреспа справка ĕçĕсене йĕркелеме тата тытса пыма пулăшать; - РФ гражданинĕн паспортне парать, улăштарать, учета илет (РФ территорийĕнче); - граждансене пурăннă тата пурăнакан вырăнта регистрацилет (РФ территорийĕнче); - ют çĕршыв çыннисене тата гражданлăх çуккисене Раççей территорине кĕме ирĕк паракан йыхрава йĕркелет; - ют çĕршыв çыннисене тата гражданлăх çуккисене РФ территорийĕнче вăхăтлăх пурăнма ирĕк парать тата ытти те. "Харпăр хăйĕн пỹлĕмĕнче" регистрациленес пулсан çак документсем кирлĕ: 1. РФ гражданинĕн паспорчĕ. 2. СНИЛС. 3. Сотовăй телефон номерĕ е электрон почта адресĕ.
Елена ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"