20 марта 2015 г.
Административлă штраф парсан чылайăшĕ ăна тỹлессинчен пăрăнать. Хальхи вăхăтра ку енĕпе çирĕпрех мерăсем йышăнма май пур. Штрафпа татăлма пăрăнакансене 15 талăклăх арестлеме ирĕк пур. Суд приставĕсен тимлĕхне лекнĕ парăмçăна РФ тулашне тухма чарма, унăн счетне тата автомобильне, çавăн пекек ытти пурлăхне арестлеме пултараççĕ, сутса тунă укçа парăмпа татăлма каять. Кунсăр пуçне парăмçăн тỹлемен штрафăн икĕ хут виçипе танлашакан суммăна тивĕçес шанчăк та пысăк. Унăн виçи пин тенкĕрен сахал мар пулать е штраф тỹлесрен пăрăнакана 15 талăклăх хупса лартаççĕ, 50 сехетлĕх ĕçсене явăçтараççĕ. Çакăн пек шăпа Çул-йĕр правилисене пăснăшăн панă штрафа тỹлеме васкаманнисене те кĕтет. Кунтах çакна та каласа хăварас килет. Киле суд приставĕсенчен çыру килессе кĕтсе лармалла мар. Административлă штрафа кун пирки саккунлă йышăну кăларнă кунран пуçласа 60 талăк хушшинче тỹлеме тăрăшмалла. Асаилтеретпĕр, йышăнусен копийĕсене суд приставĕсене Çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем шыраса илме ярса параççĕ. Хăвăр ирĕкпе тỹлеме панă вăхăт иртсе кайнă хыççăн суд приставĕсене штраф тỹ-лени административлă яваплăх тытмалла маррине пĕлтермест. Çавăнпа та штрафпа вăхăтра татăлма чĕнсе калас килет. Вăхăтра штраф тỹлеме васкаманнисене асăрхаттарас тĕллевпе мартăн 27-мĕшĕнче "Парăмçă" профилактика операцийĕ ирттеретпĕр.
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"