АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулти яшка тутине паянхи кун та астăватăп

20 марта 2015 г.

Çĕн Атикасси ялĕнчи Тĕп урамра Нина Ивановна Самсонова пурăнать. Вăл 1929 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çак ялтах çуралнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чух вăл 12-ре пулнă. Вăл вăхăтра хĕрача Çĕн Атикассинчи 7 класлă шкулта вĕреннĕ. Çав хăрушă çулсене çапларах асаилет ватă:

_ Вăрçă пуçланнă куна нихăçан та манса кайма çук. Эпир ун чухне ача кăначчĕ, яланхи пекех ыттисемпе пĕрле колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă. Ĕçрен килсен вара пире Тăван çĕршыв çине фашистсем тапăннине пĕлтерчĕç. Пурте макăратчĕç, эпĕ те. Пирĕн çемье пысăкчĕ: атте, анне, Елена, Гаврил, Люба, Соня тата эпĕ. Атте, Иван Семенович, граждан вăрçин участникĕччĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 60 çултан та иртнĕччĕ. Çавăнпа та ăна вăрçа илсе каймарĕç. Пичче вара çамрăкрахчĕ. Ăна 17 çул тултарсан тин вăрçа илсе кайрĕç. Вăл фашистсемпе мар, яппунсемпе çапăçнă. Сывă-таса таврăнчĕ вăл вăрçăран. Унпа пĕрле çапăçнă ентешсем вара, ялти тата икĕ çамрăк, вилнĕччĕ. Выçлăх çулĕнче питĕ сивĕччĕ. Паянхи кун та ĕненес килмест çакна. Мĕнле чĕрĕ юлма пултартăмăр? Турă кăна пĕлет.

Пирĕн, ачасен, яланах çиес килетчĕ. Астăватăп, пире шкулта яшка çитеретчĕç. Унта тĕрлĕ ỹсен-тăран, курăк тата кăштах çăнăх яратчĕç. Çав яшка тутине паянхи кун та манса кайман. Вăрçă çулĕсенчи яшкаран тутли нимĕн те пулман пулĕ. Пĕррехинче тăхтав вăхăтĕнче киле чупса кайса килме шутларăм, хырăм выçнă ĕнтĕ, мĕн те пулин çиес тенĕ. Пăхатăп, ман хыççăн вара шкулта вĕренекен пĕр хĕрача чупать. Вăл та пирĕн килте мĕн те пулин çимелли пур тесе шутланă ĕнтĕ. Çитрĕмĕр. Нимĕн те çук. Çапла каялла выçăллах чупса кайрăмăр та. Мĕн тумалла? Хырăм пуш-пушă, анчах вĕренмеллех. Тетрадьсем те, кĕнекесем те, чернил та пулман, анчах вĕреннĕ, тăрăшнă. Вăрçăччен класра 24-25 ачаччĕ. Вăрçă çулĕсенче выçлăха пула класри 5-6 ача вилчĕ. Выçăпа вилекен çынсене эпĕ те курса. Аран сывлакан ачасемпе хĕрарăмсен куçĕсем чĕрĕ марччĕ ĕнтĕ, вĕсем пушăччĕ. Вилесем те нумайччĕ... Пирĕн кỹршĕ те, Дарья Потрикеева, выçăпа вилчĕ. Унăн икĕ ывăлĕ тăлăха юлчĕç, анчах йывăрлăхсене çĕнтерме пултарчĕç.

Вăрçăра фашистсемпе кĕрешетчĕç, ялта вара _ сивĕпе тата выçлăхпа. Вутă патне çунашкасемпе Кĕрлев ялĕ çывăхĕн-чи вăрмана каяттăмăрччĕ. Ун чухне лесник Чучаков пулса. Паянхи кун та хушаматне астăватăп. Эпĕ ăна темĕн-ле тискер чĕрчунпа танлаштаратăп. Мĕншĕн тетĕр-и? Ун чухне вутă патне ватти-вĕтти çỹретчĕ. Эпир чĕрĕ йывăçа касмастăмăрччĕ-çке, вутă-шанкă, çапă пуçтарса çỹреттĕмĕрччĕ. Лесник умне курăнма хăраттăмăрччĕ. Мĕн пухнă çапăна туртса илетчĕ, çунашкасене çĕмĕретчĕ, ятлаçатчĕ. Вăрмантан нимсĕр-мĕнсĕр таврă-наттăмăрччĕ, сивĕ пỹлĕмре ларма тиветчĕ. Сивĕ пулнипе класра ларма та йывăрччĕ. Çапла пĕррехинче сивĕпе ларайманнипе урокран тарма шутларăмăр. Класран тухрăмăр çеç, пире учительница _ Ольга Филимоновна _ тытса чарчĕ. Класа таврăнма тиврĕ.

Ун чухне ачасем учительсене хисеплетчĕç, вĕсене хаклатчĕç. Уявсене те паллă тума тăрăшаттăмăрччĕ вăрçă çулĕсенче. Вăл вăхăтра ялта клуб пулман-çке, çавăнпа та шкулта пухăнаттăмăрччĕ. Туслă пурăнаттăмăрччĕ ун чухне, никама та инкекре хăварман. Ватти-вĕтти колхоз уй-хирĕнче тăрăшатчĕ. Фермăсем пĕчĕк пулман ун чухне: сурăхсем те, сыснасем те, ĕнесем те, чăхсем те тытса. Лашасем те пурччĕ, анчах вĕсем ватăччĕ, начарччĕ. Тасисене вăрçа илсе кайнăччĕ.

Çуркунне тĕлне утă-улăм пĕтсе çитетчĕ. Çураки пуçланиччен выльăхăн вăй пухмалла-çке. Ялти хĕрарăмсем Çĕмĕрле районĕнчи Магарин ялĕ çывăхĕн-чи уйсене утă-улăм илме каятчĕç, хăйсем çинче йăтса килетчĕç. Эпир те, вăрçă çулĕнчи ачасем, ĕçсĕр ларман. Выçăпа, вăй çуккипе урасем те йăтăнмастчĕç, пурпĕрех колхоз уй-хирне ĕçлеме тухаттăмăрччĕ. Апат та çитеретчĕç колхозра. Ăна пĕр пысăк хуранпа пĕçеретчĕç. Колхоз пăтти теттĕмĕрччĕ эпир ăна. Аслисене тулли курка антарса паратчĕç, пире çуррине кăна. Акнă тыр-пула çăвĕ-пех çумкурăкран тасататтăмăрччĕ. Ĕç кунĕсемшĕн 200-шер грамм тĕштырă паратчĕç. Çапла пурăнатчĕ те тăван ялăм. Кĕркунне тухăçа пуçтарса фронта ярса паратчĕç. Эпир те хамăр ĕçпе Çĕнтерĕве çывхартасшăнччĕ-çке.

Паянхи кун эпĕ çăтмахра пурăнатăп: çуртăм кирпĕчрен, шывĕпе ăшши кĕрет, çутти пур, пенсине кашни уйăхрах парса тăраççĕ. Вăрçă çулĕ-сенче чĕрĕ юлма вăй-хал çитернĕшĕн Турра халĕ те тав тăватăп...

Ираида ЕВСЕЕВА, Çĕн Атикасси шкулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика