АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2013 çулхи çулталăк кĕнеки

20 марта 2015 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах январь-апрель уйăхĕ-сенче Наци библиотеки Чăваш кĕнеке издательствипе пĕрле "Çулталăк кĕнеки" конкурс ирттерет. Кăçал 2013 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесем хушшинче иртет вăл. Çак конкурса чăваш çыравçисен кĕнекисене, вĕсен илемлĕ произведенийĕ-сене халăх хушшинче анлă сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Кăçалхи конкурса 192 кĕнеке хутшăнать, вĕсенчен 29-шĕ - вырăсла, ыттисем чăвашла. Хĕрлĕ Чутайри тĕп библиотекăна вĕсенчен 62 кĕнеки çитнĕ. Çав кĕнекесенчен чи нумай вуланаканни - Ангелина Павловская çырнă "Вĕрене шывĕ те пылак". "2013 çулхи Çулталăк кĕнеки" конкурса пирĕн район çыравçисен - Лев Медведевăн "Ишетĕп хирĕç юхăма", Александр Трофимовăн "Истомы свет" - кĕнекисем те хутшăнаççĕ. Чăваш çыравçисен союзĕн членĕсем Чутай Юркки, Алтăр Çăлтăр, Юхма Мишши "Чăнлăх уççи" кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Кĕнекене авторсен юлашки вăхăтра тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавĕсене кĕртнĕ. Çак кĕнекерех Светлана Яруткина-Саламăн "Чутай çыравçисем", Александр Трофимовăн, Галина Зотован, Роберт Галимовăн, Вячеслав Ориновăн хайлавĕсем пичетленнĕ. Хамăр район çыравçисен ĕçĕсемпе тата ытти авторсемпе паллашма Хĕрлĕ Чутайри тĕп библиотека вулакансене яланах хапăл туса йышăнать.

Е.ЧУБАЙКИНА, тĕп библиотекарь.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика