АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр пулсан та чăтнă

20 марта 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй, Афганистан, Чечен вăрçисем мана яланах кăсăклантаратчĕç. Шырамалли, пĕлмелли нумай пек туйăнать. Шел те, эпир, хальхи çамрăксем, çав вăрçăсене хутшăннисенчен чылайăшĕн ятне-шывне те пĕлместпĕр. Юрий тата Валерий Ельмов интернационалист салтаксем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе вĕсен килĕсене çитсе курма шут тытрăмăр, çар паттăрĕсемпе калаçас терĕмĕр. Çак тĕллеве пурнăçлама инçетрен янă çырăвĕсене тупрăмăр, сăнỹ-керчĕкĕсене пăхрăмăр, наградисем пирки ыйтрăмăр, тĕрлĕ документпа паллашрăмăр, салтаксен çемье пурнăçĕпе те интереслентĕмĕр. Афганистан... Афган вăрçи. Ку çĕршыв паян та пăлхавлă, вăрçă-харçăллă регионсен шутĕнче. Америкăн хĕç-пăшаллă çарĕсем терроризмăн йăвине аркатма пуçланă операцие çаплах вĕçлеймеççĕ-ха. 1979 çулхи декабрь вĕçĕнче Совет Союзĕ те кунти çивĕчленсе çитнĕ лару-тăрăва çăмăллатас тĕллевпе сывлăш çар вăйĕсене илсе кĕнĕ. Вунă çула яхăн пынă юнлă хирĕç тăрăвăн вут-çулăмĕ витĕр пилĕкçĕр çирĕм ултă пин совет салтакĕпе офицерĕ тухнă, вунпилĕк пин те вунпиллĕкĕшĕ тăван кĕтесне тупăксенче таврăннă, аллă тăватă пин салтак йывăр аманса ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă, тăватçĕр вунултă пинĕшĕ чирлесе таврăннă. Салтака каясси _ кашни арçын тивĕçĕ. Çавăнпа та эпир Юрий Николаевичпа Валерий Ивановича çакăн пек ыйту патăмăр: "Сире салтак пурнăçĕ мĕне те пулин вĕрентрĕ-и?" Иккĕшĕ те шухăшланă хыççăн сăмах çăмхине тăсса ячĕç: "Кашни каччăн салтакра пулмалла. Халĕ пирĕн вăхăтри пек службăра икĕ çул мар, çулталăк çеç тăмалла. Çапах та çарта чухне пурнăç илемне тата çывăх çынсене хаклама вĕренетĕн". Юрăпа Валера иккĕмĕш сыпăкри тăвансем çеç мар, вĕсем пĕр урамри, пĕр класри юлташсем те. Шкул хыççăн Çĕмĕрлери ДОСААФ шкулĕнче вĕреннĕ, водитель правине илнĕ. 1981 çулта ытти çамрăксемпе пĕрле çар хĕсметне лекнĕ. Малтанах хăнăхма йывăр пулнă. Маршпа утма, вырăнта тăма тата стройран тухма тỹрех лайăх пулмасть, анчах каччăсем тăрăшнă, Хĕрлĕ Чутай ятне яман. Иккĕшĕ те автомобильпе техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен батальона лекнĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче салтаксене Афганистанри Кабул хулине илсе кайнă, техника шанса панă. Кабултан Термез хулине строительство материалĕсем, апат-çимĕç турт-тарнă. Темле йывăр пулсан та чăтнă, ахлатман. "Салтак пурнăçĕ çинчен нумай каласа пама пулать, пĕтĕмпех çырса пĕтереймĕр", _ тесе шỹтлекелеççĕ икĕ тус пĕр-пĕ-рин çине пăхса. Салтакран та пĕрле таврăннă вĕсем. Кайран вара çулĕ-сем уйрăлнă. Юра Шупашкар хулине пурăнма куçать, милици хуралĕнче тăрăшать. Çапах та чунĕ тăван ялах туртăнать. Çемьере кĕçĕнни-çке. Мăшăрĕпе тата хĕрĕпе, Наташăпа, тăван килне таврăнать. Ялти Культура керменĕнче вунвиçĕ çул ĕçлет. Купăс каласа чипер юррисемпе ял çыннисене мĕн чухлĕ савăнтарман пуль! "Афганистан" юрра вара кашнинчех чун ыратăвĕпе юрланă. Ара, юлташĕсенчен нумайăшĕ унтан таврăнайман-çке. Пурнăçра тем те пулать. Шăпа ăна Мускав хулине илсе çитерет. Унта тăватă çул ĕçленĕ хыççăн тăван ялах ватă амăшĕ патне таврăнать. Валерăна вара пурнăç кустăрми Воркута хулине илсе çитерет. Вăл унта вунсакăр çул шахтăра ĕçлет. Пуриншĕн те паллă, ку йывăр ĕç. Çапах тăрăшулăхпа палăрнă, тав сăмахне те чылай тивĕçнĕ. Пенсие тухсан яла таврăннă. Верăпа çемье çавăрнă. Капмар, икĕ хутлă çурт туса лартнă, ывăл çитĕнтернĕ, авлантарнă. Тăван ялĕнче мăнукĕ-пе, Матвейпа, савăнса пурăнаççĕ. "Эсир хальлĕхе салтак мар-ха, анчах пулас хỹтĕлевçĕсем. Сирĕн чунăрпа салтак пулмалла", - терĕç вĕсем пире. Эпир интереслĕ калаçушăн тав туса хаваслă кăмăлпа килсене салантăмăр.

Владимир МИШИН, Дмитрий ШАЛТАЙКИН, 9 класс, Мăн Этмен шкулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика