25 марта 2015 г.
Шыв-шур тапхăрĕ кăçал ытти çулхинчен иртерех пуçланать теççĕ. Сăмах май, хĕрỹ тапхăр апрель уйăхĕн пĕрремĕш числисенче пулать-мĕн. Яваплă тапхăра япăх хатĕрленсен республикăри 56 яла шыв илме пултарать иккен. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă ларура çивĕч калаçнă. Власть лару-тăрăва сăнасах тăрать. Шыв-шурпа кĕрешме паянхи куна 5 пин ытла специалист, 1 пин техника хатĕр. Шыв-шур тапхăрĕнче районăн экономика пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене тата граждансене хỹтĕлес, плотинăсене, кĕперсене, пĕвесене, гидротехника тата инженери сооруженийĕсене, çулсене сиенленесрен упраса хăварас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн шыв-шур тапхăрне аварисĕр ирттерсе ярас тĕлĕшпе ятарлă комисси туса хунă. Ăна райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алина Ярабаева ертсе пырать. Постановленипе килĕшỹллĕн организацисемпе учрежденисем çурхи ейĕве кăлтăксăр ирттерсе ярассипе хатĕрленỹпе йĕркелỹ мероприятийĕсене пурнăçлаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"