25 марта 2015 г.
Иртнĕ эрнере республикăра наркомание, коррупцие тата терроризма хирĕç кĕрешекен комиссисен ларăвĕсем иртнĕ.
Наркоманипе чирлесси пĕчĕк
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре наркоманипе чирлесси юлашки çулсенче Атăлçи федераци округĕн тата пĕтĕмĕшле Раççей кăтартăвĕ-сенчен самай пĕчĕк шайра тăни, наркомание пăхăнса тăракансен шучĕ чакса пыни пирки каланă. Çак тĕлĕшре наркопреступленисемпе тухăçлă кĕрешни тата халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарни, наркотик сиенĕ пирки халăха пĕлтерсе тăни, наркоманипе чирлекенсен реабилитаци центрĕ ĕçлени пысăк вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Анчах та наркоманипе çыхăннă ыйтусен актуаллăхĕ регионта чакмасть. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх, наркоманипе ытларах арçынсем чирлени паллă. Наркотиксемпе усă куракансем ытларах пысăкрах хуласенче пурăнаççĕ. Кулленхи лару-тăрăва хальхи вăхăтри çĕнĕ йышши хăрушă психоактивлă наркотик евĕр япаласем ("спайссем") тухни йывăрлатать. Иртнĕ çул шăпах çак япалапа усă куракансен йышĕ ỹснĕ. Çавăнпа Михаил Игнатьев ĕç тăвакан власть органĕсене вырăнта профилактика ĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçлама тата сывă пурнăç йĕркине сарма чĕнсе каланă.
Терроризмпа кĕрешме социаллă фильмсем пулăшĕç
Ларура уйрăмах халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче (транспотра) хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене пăхса тухнă. Çавăн пекех вĕренỹ учрежденийĕсем те уйрăм тимлĕхре пулнине палăртнă. Ларăва пухăннисем, терроризма тата экстремизма хирĕç кĕрешес тĕлĕшре ятарлă органсене кăна шанса ларма кирлĕ маррине, урăхла майсем шырамаллине те палăртнă. Тĕслĕх-рен, Шупашкарти кинотеатрсенче халĕ сеанс пуçланас умĕн терроризмпа кĕрешес тĕлĕшри профилактика ĕçĕсем çинчен социаллă видеоролик кăтартаççĕ. Хула библиотекисенче вара террора хирĕçле ятарлă литература каталогĕсем туса хатĕрленĕ. Михаил Игнатьев тухăçлăрах кĕрешес тесен пур ведомствăна та тачă çыхăнса ĕçлеме хушнă.
Коррупципе кĕрешесси
Çак ыйту тавра ЧР шалти ĕçсен министрĕ çумĕнче видеоконференци мелĕпе лару иртнĕ. Ларура шалти ĕçсен органĕсенчи коррупципе кĕрешес ĕç-хĕл лару-тăрăвне тишкернĕ. Сăмахран, 2014 çулта коррупци евĕр 10 преступление шута илнĕ тата уçса панă. Кăçал ун пеккине виçĕ преступлени тупса палăртнă. Ĕçсем малалла пыраççĕ. А.ЗАМУТКИНА хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"