АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе танах аслисене те хăратаççĕ

25 марта 2015 г.

- Кур-ха, кур, йытăсем ачасене тапăннă! - терĕ нумаях пулмасть ĕçтешĕм, редакцинчи пĕр пỹлĕм чỹречинчен урамалла тинкернĕ май. Чỹречерен пăхрăм та - чăнах та, тăватă-пилĕк йытă çул хĕррипе пыракан пĕчĕк арçыначапа хĕрачана çине тăрсах вĕрнине куртăм. Йытăсенчен самаях хăранă хĕрачи шăллĕне аллисемпе çатăрласа илнĕ... Ним тума аптăранипе чỹрече кантăкĕнчен тỹнклеттерме, кăшкăрма пуçларăмăр. Йытăсене хăвалама урама чупса тухса редакци çурчĕ тавра çаврăниччен тем курса тăмалăх пур тесех çапла турăмăр-ха. Те эпир шакканинчен хăрарĕç йыттисем, те çул тăрăх килекен машинăсенчен - тарса çухалчĕç. Пуçламăш классенче вĕренекен аппăшĕпе шăллĕ тинех малалла утса кайрĕç.

Хуçасăр йытăсем (тĕрĕссипе, чылайăшĕн хуçисем те пур-ха) пĕрле пухăнса иртен-çỹрене самаях шиклентерни пурне те калаçтарать. Уйрăмах çуркунне енне вĕсем ачасене те, аслисене те хăратаççĕ. Сахал пулнă-им районтах йытăсем çынсене тапăнса çыртса пĕтернĕ тĕслĕхсем? Çав йытăсен хуçисем мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Хăйсем усракан чĕрчунсемшĕн яваплă пулнине пач та ăнланмаççĕ-ши? "Пирĕн йытă усал мар, çынна тĕкĕнмест", - тет чылайăшĕ. Анчах та йыттăн хỹри кукăр тесе ахальтен каламан. Çынна çыртсан-тусан тин мĕн тăвăн? Йытă усракансен, чăнах та, яваплăрах пулмалла, тăватă ураллă тусĕсене ирĕке кăларса ямалла мар. Ача сачĕсем, шкулсем çывăхĕнче те йытăсем пухăннине час-часах курма пулать. Пĕчĕккисенне кăна мар, аслисенне те вĕсем сехрисене самай хăпартаççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн ял тăрăхĕн администрацийĕн çынсене хăтлăх туса памалла. Ял урамĕсем тăрăх пĕр шиксĕр çỹресси те хăтлăх шутланать. Ял тăрăхĕн депутачĕсем те кашни ялта тенĕ пекех пур. Ялти йытăсем камăн пулнине пурте пĕлеççĕ. Мĕншĕн пирĕн депутатсем ирĕкре çỹрекен йытăсен хуçисене асăрхаттармаççĕ? Мĕншĕнни каламасăрах паллă - ялти çынпа ятлаçса каясран хăраççĕ. Анчах та депутатсене ял çыннисем шанса суйлаççĕ-çке, апла пулсан вĕсен яваплăха хăйсем çине илмеллех. Сăмах тухасран хăраса лармалла мар, ирĕкре çỹрекен йытă хуçисемпе ăнлантару ĕçне йĕркелемелле. Саккунпа килĕшỹ-ллĕн кăкарман йытăсене тытса хупма, хуçисене явап тыттарма пултарнине каламалла. Пирĕн пурнăçра чылай япала пирĕнтен хамăртан килет. Çакна тĕпе хурсан тин пурне те пурăнма тăнăçрах та канăçрах пулĕччĕ.

А. СЕМЕНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика