АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçпа хуйхă куççулĕ

25 марта 2015 г.

Çĕршывăн чи паллă уявĕ çывхарса килнĕ май Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене - çапăçăва хутшăннисене, тыл ĕçченĕ-сене, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсене _ юбилей медалĕ парса чысласси йăлана кĕчĕ. Штанаш ял тăрăхĕнче 37 тыл ĕçченĕ "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе - 70 çул" медале тивĕçнĕ. Шел те, ял тăрăхĕнче вăрçă участникĕсем юлман. Медальсем парса чысланă чух тыл ĕçченĕсенчен чылайăшĕ вăрçă çулĕсене куççуль витĕр асаилнĕ. Чылайăшĕн ашшĕ вăрçă хирĕнчех паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Выçлăха, сивве тỹссе ирттерме ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши вĕсем? Çак телейлĕ кунсене курма пултарнăшăн савăннă ватăсем. Тыл ĕçченĕсенчен чи асли - Александра Никифоровна Алексеева - 96 çулта ĕнтĕ. Халĕ те ветеран вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи кунсене куççуль витĕр асаилет: "Иртен пуçласа каçченех колхозра ĕçленĕ. Çимелли пулман. Çиме юрăхлă ỹсен-тăранпа, мăянпа тăранса пурăнаттăмăр. Çĕнтерĕве çывхартнă çынсем, чăнах та, ыр сăмаха тивĕç. Паянхи мирлĕ тỹпе айĕнче пурăннăшăн вĕсене пысăк тав". А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика