25 марта 2015 г.
Литература çулталăкне халалласа районти тĕп библиотекăра март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай çыравçисемпе тĕл пулу каçĕ иртрĕ. П ирĕн районтан тухнă çыравçăсем сахал мар. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ пуçланиччен чылай малтан Хĕрлĕ Чутай çĕрĕнче сăвă-калав хайлакансем Ермей Рожанскипе Максим Федоров çак енĕпе чăваш историне кĕрсе юлнă. ХХ-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Степан Данилов журналист сасă панă. Вăл публицистикăллă статьясем, сăвăсем çырнă. Район хаçатĕнче ĕçленĕ Василий Эрченеш, Анатолий Никитин, Александр Угольников журналистсене пĕлмен çын та çук пулĕ. Раççей çыравçисен Союзĕн членĕ ятне илнисем - Иван Лисаев, Александр Угольников, Розин Ярандай, Петĕр Ялкир, Николай Сергеев. Халăхпа тĕл пулма Чăваш çыравçисен Союзĕн членĕсем Татюк Юркки, Галина Зотова, Светлана Яруткина-Салам, Александр Трофимов, Лев Медведев, Николай Кортунов, Юрий Григорьевский, сăвă-калав ăстисем Лариса Петрова, Владимир Чеблуков-Урпаш, Анатолий Тихонов-Ĕмĕт, Роберт Галимов, Зинаида Чернова, Юрий Лаптев пуçтарăнчĕç. Çыравçăсемпе тĕл пулма шкул ачисемпе учительсем, ра-йонти библиотекарьсем, поэзие юратакансем пухăнчĕç. Хамăр районтан тухнă пултрулăх çыннисене райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Николаевна Шереметьева, культура пайĕн ертỹçи Александр Николаевич Самсонов саламларĕç. Тĕлпулу саманчĕ чи малтанах районти Культура керменĕнче иртрĕ. Пуçтарăннисем пурте районти тĕп библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ "Хĕрлĕ Чутай çыравçисем" презентацие курма пултарчĕç. Чи малтанах сцена çине Александр Петрович Трофимов тухрĕ, вăл хăйĕн чи пĕрремĕш сăввипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн Лев Медведев, Татюк Юркки сăмах илчĕç. Çак авторсен кĕнекисем (А.Трофимовăн "Истомы свет", Лев Медведевăн "Ишетĕп хирĕç юхăма", Татюк Юрккипе Алтăр Çăлтăрăн "Чун уççи") кăçал республикăра иртекен "2013-мĕш çулхи çулталăк кĕнеки" конкурсра хутшăнаççĕ. Ăнăçу сунар вĕсене çĕнтерме. Светлана Вячеславовна Яруткинапа Галина Вячеславовна Зотова нумай çул хушши ачасене вĕрентеççĕ. Шкулта ĕçленĕ май талантлă ачасен çырас туртăмне малалла аталантараççĕ. Вĕренекенсен ĕçĕсене тĕрлĕ конкурссене хутшăнтараççĕ, республикăра тухса тăракан хаçатсенче, кĕнекесенче пичетлеме майсем туса параççĕ. Вĕсен вĕренекенĕсен ĕçĕсем "Тĕлĕнтермĕш юмахсем", "Асамлăх çулĕ", "Урхамахсем тăраç тапăртатса", "Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнекесенче кун çути курнă. Çавăн пек талантлă ачасенчен пĕри ĕнтĕ вăл - Чурпай хĕрĕ Лариса Петрова. Вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сăвăсем çырса "Тантăш" хаçат лауреачĕ, "Букварьтен - илемлĕлитературăна çити", "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурссен çĕнтерỹçи пулнă. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ, халĕ "Тантăш" хаçатра ĕçлет. Лариса Николаевна шкул ачисене çырма тата ытларах çырма, ĕçĕсене хаçата ярса пама сĕнчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуласа пачĕç. Юрий Григорьевский кăçал çеç пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Владимир Чеблуков юлашки вăхăтра çырнă сăввисене вуларĕ (Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине тата Украина çĕршывĕнче те мир пуласса халалланă). Çавăн пекех пирĕн районта юрă çыракансем те сахал мар. Сăввине те, кĕввине те хăйсемех çыраççĕ. Юрăç ятне илнисем Земфира Кузьминична Яковлева, Зоя Сергеевна Спиридонова, Анатолий Александрович Печников, Николай Пономаревпа Ольга Турхан. Сцена çине чăваш тумне тăхăннă Зинаида Чернова хăйĕн юррисемпе тухрĕ. Унăн юррисене пухса тĕп библиотекăра брошюра та кăларнă. Çавăн пекех хăй çырнă юрăсемпе çамрăк ăста Александр Быков савăнтарчĕ. Тĕл пулу малалла тĕп библиотекăра иртрĕ. Унта çыравçăсем кĕнеке кăларас ыйтăва сỹтсе яврĕç. Кăçал Светлана Яруткина пухса хатĕ-рленĕ "Хĕрлĕ Чутай çыравçисен антологийĕ" кĕнеке кун çути курĕ. Халăхпа пĕрле пăхса тухма кĕнекен пуххине пичетлесе килнĕ. Тĕл пулу каçĕ пухăннисене пурне те килĕшрĕ, малалла та тачă çыхăнса ĕçлеме шантарчĕç. Литература çулталăкĕнче çĕнĕ кĕнекесем пичетленессе, çамрăк талантсем шăтса тухасса шанатпăр.
Е.ЧУБАЙКИНА, тĕп библиотекарь.
Источник: "Пирěн пурнăç"