25 марта 2015 г.
Чăваш Республикин районсем хушшинчи 8-мĕш номерлĕ Налук служби РФ Налук кодексĕн 3 статйин 1.4 пункчĕпе килĕшỹллĕн хушăннă хаклăх налукĕн декларацине (НДС) çĕнĕлле тăратмалли пирки пĕлтерет. 2015 çулăн пĕрремĕш кварталти отчетне çĕнĕ йĕркепе тумалла пулать. Раççейри Федераллă налук службин хушăвĕпе налук декларацийĕн çĕнĕ формине, ăна тултармалли йĕркене тата электрон формин форматне çирĕплетнĕ. Çĕнĕ форма пайсемпе пуянланнă: декларацире туяннă тата сутнă япаласен кĕнекисенчи сведенисем пулмалла. Çавăн пекех посредник ĕçĕсене пурнăçланă чух налук декларацине илнĕ тата тăратнă счет-фактурăсен учет журналĕсенчи сведенисене кĕртмелле. Унсăр пуçне налук декларацийĕн электрон форматне те тăратмалла. Ăна электрон документсемпе ĕçлекен оператор урлă тумалла (çыхăнун телекоммуникаци каналĕсемпе). Хут çинчи деклараци тăратман шутланать. Организацисемпе уйрăм предпринимательсен тупăшĕ пысăк пулмасан тата унти ĕçченсен шучĕ сахал-тăк электрон декларацирен пăрăнса юлма ирĕк пур. Халĕ онлайн-сервиспа усă курса, ăна Раççейри Федераллă налук службин официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă, налук тỹлекен гражданин хăйĕн учет (бухгалтери) тытăмне кĕрсе информаци тĕрĕслĕхне тĕпчеме пултарать. Налук декларацине Кодексра кăтартнă вăхăтран 5-10 кун маларах тăратсан лайăхрах. Налук тỹлекенсем тивĕçлĕ органа документсен электрон формине йышăннине ĕнентерекен квитанцине 6 кун хушшинче тăратма тивĕç. Чăваш Республикин районсем хушшинчи 8-мĕш номерлĕ Налук служби Пĕтĕм Раççейри "Уçă алăксен кунĕ" акци ирттернине пĕлтерет. Унăн тĕллевĕ _ граждансене налук саккунĕ-семпе, деклараци тултармалли йĕркесемпе паллаштарасси. Налук инспекцийĕ граждансене мартăн 27-мĕшĕнче 9 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, мартăн 28-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен çак адреспа кĕтет: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнĕ урам, 8-мĕш çурт.
Н.ВАСИНА, ЧР районсем хушшинчи 8-мĕш номерлĕ Налук службин начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"