АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх кăмăлне тивĕçтермелле

27 марта 2015 г.

Мартăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев пирĕн районта пулчĕ. Вăл район Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе, предприятисемпе учрежденисен ертỹçисемпе тĕл пулчĕ. Çавăн пекех тĕлпулăва Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Александровна Енилина, Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Дмитриевна Минина, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Михайлович Павлов хутшăнчĕç. Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ вăрçă ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕ-сене "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе _ 70 çул" юбилей медалĕсем пачĕ. Медальсене тивĕçекенсен шутĕнче Васса Кузьминична Шуськина, Арсентий Иванович Вадейкин, Леонид Николаевич Тверсков, Иван Петрович Мерескин, Александр Ефимович Афондеркин пулчĕç. Унтан Михаил Васильевич "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнине пĕлтерекен удостоверенисене Василий Петрович Храмовпа Надежда Семеновна Мырочкинана парса чысларĕ. Тỹлевсĕр хваттер туянма е çурт-йĕр тума ирĕк паракан свидетельствăна Елизавета Ивановна Тирейкина, Таисия Андреевна Тирейкина, Валентина Ивановна Лупова, Екатерина Федоровна Федорова, Николай Андреевич Падюков тивĕçрĕç. Малалла 2015 çулта районта экономика аталанăвне тата социаллă тăнăçлăхне тивĕçтерес ыйтусене сỹтсе яврĕç. Финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ, 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Светлана Александровна налуксене ỹстерес енĕпе лайăхрах ĕçлемеллине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Викторович Башкиров районăн экономикине аталантарас тата социаллă тăнăçлăха тивĕçтерес енĕпе тумалли ĕçсене палăртрĕ. Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Дмитриевна Мининапа Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Михайлович Павлов район ĕçне хакларĕç, аталану çулĕсене палăртрĕç. Тĕлпулу çивĕч лару-тăрура иртрĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тĕрлĕ ыйтусем парса татăклă хуравсем ыйтрĕ. Депутатсем те Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшу ыйтрĕç. Уйрăмах сĕт хакĕ пирки, çул-йĕр тавра çивĕч калаçу пулчĕ. Михаил Васильевич сĕт хакĕ пахалăхне кура пулмалла тата ку енĕпе ветеринари службин халăха пулăшмалла терĕ. Кăçал Утаркасси, Пантьăк, Хирлỹкасси, Пĕчĕк Этмен, Лоба, Шуккакасси, Питĕркасси ялĕсенчи хăш-пĕр урамсенче, Хĕрлĕ Чутай салинче çул-йĕр тăвас ĕçе планлани пирки каларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Васильевич Игнатьева район больницин тĕп врачĕ Иван Васильевич Игнатьев район больницине юсаса çĕнетме республика бюджетĕ-нчен укçа-тенкĕ хывнăшăн (пĕтĕмпе те юсаса çĕнетме 40 млн укçа-тенкĕ тăкакланă) тата фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнĕрен тума пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Кузнецов Саранск облаçĕнчи çар чаçĕнчен "ЗИЛ" автомашина илсе килме пулăшу кỹнĕшĕн тав турĕ. Юлашкинчен хĕрлĕчутайсем Михаил Игнатьев республикăра тытса пыракан çул-йĕре ырласа ялшăн, унта пурăнакансемшĕн тăрăшнăшăн тав турĕç. Вĕсем 2015 çулхи сентябрьте Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче Михаил Игнатьев тивĕçлĕ кандидат пуласса пĕлтерчĕç.

А.ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика