27 марта 2015 г.
Ытларикун, мартăн 24-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Эндопротезированипе ортопеди тата травматологи федераци центрĕ" ФПБУ тĕп врачĕ Николай Станиславович Николаев халăха тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕ. Хĕрлĕчутайсемпе вăл видеоçыхăну мелĕпе калаçрĕ. Депутатран Туктамăш ялĕнче пурăнакан учитель хăйĕн ĕçтешĕсем тата ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе шкул çумĕнче стадион тума пулăшу ыйтрĕ. Мучикассинчи Римма Ерофеева пĕвесене тасатмалли пирки сăмах пуçарчĕ. Римма Сергеевна совет тапхăрĕн-че пĕвесем тавралăха илемлĕх кỹнине, унта ачасем шыва кĕме пултарнине, паян вара вĕсем ỹсен-тăранпа тата ыттипе те тулса ларнине палăртрĕ. Пĕвесене тасатма республика тата федераллă программăсем пуррипе-çуккине ăнлантарма ыйтрĕ. Владимир Храмова хуçасăр çĕр пайĕсене харпăрлăха илес енĕпе чăрмавсене пула ĕç нумай çуллăха тăсăлни пăшăрхантарать тата çав çĕрсене вăхăтлăха арендăна пама майсем тупсан лайăх пулмалла тет. Çавăн пекех районта пурăнакансем çул-йĕрпе çыхăннă кăтартусемпе пĕрлех ытти ыйтусене те пачĕç. Регионти обществăлла йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи чылай ыйтăвăн хуравне туллин панипе пĕрлех хăш-пĕр ыйтăва татса пама шантарчĕ.
А.ОРИНОВА, "Единая Россия" парти членĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"