27 марта 2015 г.
Аса илтеретпĕр, патшалăх тивĕçтерекен пенсисене (çав шутра социаллă пенсисене те) тĕрлĕ сăлтавсене пула страхлав пенсине ĕçлесе илеймен, хальхи вăхăтра ĕçлеме пултарайман граждансем илеççĕ. Вĕсен шутне ачаранах инвалид пулнисем, 60 çула çитнĕ хĕрарăмсемпе 65 çулхи арçынсем, ашшĕ е амăшĕ вилнĕ ачасем (18 тултарманнисем) кĕреççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕ-сем, çар службине пурнăçланисен тăлăх арăмĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннине ĕнентерекен паллăна тивĕçнисем, радиациллĕ тата техногенлă катастрофăсенче инкек тỹснисем те çак пенсиех тивĕçеççĕ. Чăваш Енĕн Пенси фончĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри социаллă пенси вăтамран 670 тенкĕ ỹсет, çапла майпа 7,2 пин тенке çитет. Анчах та унăн виçи пĕчĕкрех те, пысăкрах та пулма пултарать. Тĕслĕхрен, инвалид ачасен тата ачаранах пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен пенсийĕ 1068 тенкĕ ỹсĕ те 11,4 пин тенкĕпе танлашĕ. Икĕ пенси илекен Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен вăтамран 1100 тенкĕ ỹсет те вăтамран 28,7 пин тенкĕпе танлашать. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çавăн пекех федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен уйăхсерен паракан тỹлевĕсем те ỹсеççĕ. Индексаци 5,5 процентпа танлашать, пĕтĕмĕшле сумма вара çăмăллăх хăш категорире пулнинчен тата соцпакетпа мĕнле усă курнинчен килет. ЧР Пенси фончĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра уйăхсерен тỹлев илекен 108 пин çын пурăнать, федераллă çăмăл-лăхсемпе усă куракан çак граждансенчен ытларахăшĕ _ 86 пинĕ _ инвалидсем. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çавăн пекех соцпакет виçи те ỹсет, 930 тенкĕ те 12 пуспа танлашать. Вăл шутран эмел пайĕ - 716 тенкĕ те 40 пус пулать, санаторипе курортшăн - 110 тенкĕ те 83 пус, транспортпа тỹлевсĕр çỹреме _ 102 тенкĕ те 89 пус. Ĕçлемен пенсионерсем, енчен те вĕсен пенсийĕ, тỹ-левĕсем тата çăмăллăхĕ-сем пĕтĕмĕшле 5771 тенке (республикăри пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçине) çитеймесен, федераллă хушма тỹлеве тивĕçеççĕ.
А.ТИМОФЕЕВА хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"