АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăртлăхна пĕчĕклет, çамрăк автомобилист!

27 марта 2015 г.

Шалти ĕçсен министерстви Çулçỹрев правилисене тỹрлетỹсем кĕртнĕ, проекта халăх пăхса тухтăр тесе regulation.gov.ru сайта лартнă. Проекта йышăнсан çамрăк води-тельсен автомобиле кăшт вăрахăнрах тытса пыма тивет. Мотоциклпа чупакансем вара ик урапаллă транспорт хатĕрĕн хăвăртлăхне ỹстерĕç, шкул автобусĕсене уйăрнă йĕрсем тăрăх чупма ирĕк парĕç. Икĕ урапаллă техникăпа чупмалли тапхăр пуçланчĕ. Çулçỹрев правилисене тỹрлетỹсем кĕртни вырăнлă кăна. Унпа килĕшỹллĕн мотоциклистсем транспортпа автомагистраль тăрăх сехетре 110 километр хăвăртлăхпа чупма пултараççĕ. Ĕçлекен прави-лăсемпе яллă мар вырăнсенче икĕ урапаллă техникăн хăвăртлăхне 90-ран иртерме юрамасть. Çамрăк водительсен вара автомо-билĕн газ педальне вăрахăнрах пусма тивет. Çапла, водитель стажĕ ик çултан сахал-тăк пысăк хăвăртлăхпа чупаймăн. Хула тулашĕнчи автомобиль çулĕсем тăрăх сехетре 70 километр хăвăртлăхпа кăна каймалла пулать _ палăртнă хăвăртлăхран иртме юрамасть. Çулçỹрев правилисене пăхăнман çамрăк водителе çул çинче мĕнле уйăрмалла? Автомобиль çине кăшкăру паллиллĕ сарă табличкăна çамрăксенчен пурте лартмаççĕ-çке - вăл сĕнỹ норми кăна. Хула тулашĕнчи çулпа сехетре 131 километр хăвăртлăхпа пыракан çамрăк водителе инспектор тăратсан кăна, ăна правасăр хăварма пултарать иккен. Тепĕр тỹрлетỹ _ халĕ шкул автобусĕ-сене обществăлла транспорт валли уйăрнă йĕрсемпе çỹреме ирĕк парĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика