27 марта 2015 г.
Шупашкар хулинчи канмалли чи лайăх вырăн - Шупашкар кỹлмекĕ (заливĕ) _ хăнасене йышăнма хатĕр-ленет. Кунта кăçал çĕнĕлĕхсем чылай пуласса шантараççĕ. Иртнĕ шăматкун хула администрацийĕн, коммуналлă организацисен ертỹçисем лару ирттернĕ. Унта вĕсем Шупашкар кỹлмекне мĕнле улшăнусем кĕртессине, çынсене канма лайăх условисем туса парассине сỹтсе явнă. Кăçал кỹлмекре 10 метрлă кимĕсемпе ярăнма май пулассине пĕлтернĕ. Вĕсем пĕр-пĕр истори тапхăрĕпе килĕш-се тăракан чĕрчун евĕр пулаççĕ-мĕн. Унччен кỹлмекре шурă акăшсем кăна пулнă-тăк, кăçал вара хурисене те илсе килĕç. Акăшсене апатлантармашкăн ятарлă вырăн уйăрĕç. Çавăн пекех кỹлмекре саксем нумай лартĕç, информаци, кăтарту хăмисем вырнаçтарĕç. Кану вырăнĕсене клумбăсемпе тата тăрăхла чечек композицийĕ-семпе капăрлатĕç. Май уявĕсенче халăх кунта туллин канма пултарĕ. Кану вырăнне хăтлăх кỹрес ĕçсене апрелĕн 25-мĕшĕччен вĕçлеме палăртаççĕ. Кỹлмеке реконструкцилес тĕлĕшри тата пысăкрах ĕçсене каярахпа, Шупашкар хули 550 çул тултарнине уявлама хатĕр-леннĕ чух, пурнăçлама палăртаççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"