АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи калаçтарать

27 марта 2015 г.

Шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсен шутне чакарса пынµ вăхăтра уйрăм е пĕрле çырасси пирки тавлашни вырăнсăр.

2015 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Чăваш орфографийĕ ĕнер, паян, ыран" регионсен ăслăлăхĕ-пе ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Унта ăсчахсем, педагогсем, журналистсем (пирĕн редакци ĕçченĕсем те), политиксем, культурăпа ỹнер ĕçченĕсем, халăх хастарĕ-сем пуçтарăнчĕç. Тĕрĕс çырмалли йĕрке пирки паян тĕрлĕрен шухăшлакан пур. Пĕрисем 1992 çулчченхи правилăсене тавăрмалла теççĕ, теприсем хальхи правилăсене тĕкĕнмелле мар тесе çирĕп-летеççĕ, виççĕмĕшсем уйăрса çырсан пайĕсем ăнланмалла мар пулакан сăмахсене (вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен пĕлтерĕшĕсем шупка-ланнине е çухалнине пула) халĕ уйăрса мар, пĕрлех çырма ыйтаççĕ. Тĕп ларура тухса калаçакансем сиксе тухнă хирĕçỹ вырăнсăррине, пирĕн халăхăн ытларах пайне тивĕçтерекен правилăсем йĕркелемеллине, ăна хальхи правилăсене пăрахăçламасăр, пысăках мар улшăнусем кĕртсе, чи хирĕçỹллĕ тĕслĕх-сенчен хăтăлмаллине тĕпе хучĕç.

Денис Гордеевпа Ева Лисина çыравçăсем вара пачах урăхла шухăша тĕпе хучĕç: хальхи правилăсене пăрахăçламалла та "киввине" тавăрмалла. Секцисенче тухса калаçа-кансем те хире-хирĕçле шухăш каларĕç. Теорипе çыхăннă секцире "киввине" тавăрмалла текенсен ушкăнĕ хăйсене хăйсем хирĕçлени паллă пулчĕ, Библи уйăрса çырнă текстсене йышăнмасть тени те тĕрĕсех мар иккен (И.Я.Яковлевпа унăн вĕрене-кенĕсем куçарнă текстсенче вĕсене уйрăм е дефиспа çырнă), шкулта ачасем уйăрса çырнă сăмахсене вырăсла тĕрĕс мар куçараççĕ тени те пачах та апла мар (çапла калакансене шкулта ĕçлекенсем хирĕçлерĕç) тата ытти те.

Вĕренỹпе тата пичет ĕçĕпе çыхăннă секцире вара пурте тенĕ пекех пĕр шухăшлă пулни палăрчĕ: çĕнĕ правилăсене сыхласа хăвармалла. Конференцире пĕр сăмахах иккĕллĕ çырма ирĕк паракан самантсене пĕтермелле текен шухăша каларĕç. Шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсен шутне чакарса пынă вăхăтра уйрăм е пĕрле çырасси пирки тавлашни вырăнсăр пулнине палăртакансем те пулчĕç.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, унта çак хĕрỹ ыйту тавра мартăн 23-мĕшĕччен статьясемпе сĕнỹ-сене пуçтарнă. Çав статьясене редакцилесе материалсен пуххине уйрăм кĕнекен кăлараççĕ. Пĕтĕм сĕнĕве пухса ятарлă резолюци хатĕрлесе орфографи комиссине параççĕ. Орфографи комиссийĕ (вăл Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн пайĕ пулать) вĕсене пăхса тухса чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссине (ăна икĕ министерство пĕрле йĕркеленĕ) çирĕплетме тăратать. Ун хыççăн вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çав резолюцие шута илсе орфографи правилисем пирки калакан йышăну тăвать.

Çапла, çулталăк ытла тăсăлнă никама та кирлĕ мар хирĕçỹ-тавлашăва вĕçлеме вăхăт çитрĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика