АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Путевкăсем пур!

27 марта 2015 г.

Мартăн 21-мĕшĕнчен Чăваш Енре хула тулашĕнчи лагерьсенче çулла канма путевкăсем илме заявка тăратма пулать. Заявкăсене виçĕ тапхăрпа йышăнаççĕ. Пĕрремĕш тапхăр мартăн 21-мĕшĕнчен пуçланнă _ пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене валли; иккĕмĕш тапхăр мартăн 28-мĕшĕнчен пуçланать _ республикăри пур муниципаллă районсенчи тата пĕчĕк хуласенчи вĕренекенсем валли (заявкăсене ача вĕренекен шкулта йышăнаççĕ); виççĕмĕш тапхăр апрелĕн 4-мĕшĕнчен пуçланать _ Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта вĕренекен шкул ачисем валли. Района çуллахи каникул вăхăтĕнче лагерьсенче канма 50 путевка уйăрса панă. Унсăр пуçне профильлĕ лагерьсенче канма 24 путевка уйăрнă. Ачана профильлĕ лагере ярас шухăшлă ашшĕ-амăшĕн заявление район администрацийĕн вĕренỹ пайне тăратмалла пулать. Путевка илес шухăшлă ашшĕ-амăшĕн (саккунлă представителĕн) ачисем вĕренекен шкула çитсе кунти оператора кирлĕ документсем памалла. Кописемпе пĕрле документсен оригиналĕсене илсе пымалла.

СПРАВКА: ашшĕ-амăшĕ республикăри лагерьсен списокĕпе тата ытти кирлĕ информаципе "Лагерьсене туянмалли путевкăсен заявкисене пухасси, шута илесси тата хатĕрлесси" ("Сбор, учет и обработка заявок на приобретение путевок в лагеря") порталăн йĕркинче çак адреспа _ sad.edu.cap.ru:Ỹ90Publir _ паллашма пултарать. Çемьери лару-тăрăва, кашни çын пуçне тивекен тупăша кура ашшĕ-амăшĕн путевка хакĕн 5, 20, 30, 50 процентне тỹлеме тивет.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика