АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем ачасене пуласлăх çулĕ çине кăлараççĕ

01 апреля 2015 г.

Хуть те мĕнле çын та хăй пурнăçĕнче вĕрентекен алли витĕр тухать. Ачана пĕлỹпе воспитани парассине хăйĕн ĕçĕ тесе йышăннă çыннăн вара хăй пĕчĕк чуна пуласлăх çулĕ çине кăларассишĕн яваплă пулнине туйса вăй хумалла. Паянхи чи пултаруллă педагогсем хăйсем те тарăн пĕлỹллĕ, ачасене те тарăн пĕлỹ пама тăрăшаççĕ, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ. Шăпах вĕренỹри инноваци мелĕсемпе усă курса тăрăшакан, çав хушăрах вĕренỹ учрежденийĕнчи йăла-йĕркене упра-кан педагогсене чысларĕç мартăн 27-мĕшĕнче районта. Республикăра çулсерен иртекен "Çулталăк учителĕ", "Çулталăк воспита-телĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурссен районти тапхăрĕн çĕнтерỹçисене чыслассипе çыхăннă уяв Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Конкурссен çăмăл мар тапхăрĕ-сене хутшăннă хыççăн пăлханса лăпланнă педагогсене, зала пухăннă вĕсен ĕçтешĕсене районти ача сачĕсенче ăс пухакансем, шкул ачисем хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç, кăмăла çĕклерĕç. Мероприятие пухăннă тĕп сăнарсене _ учительсемпе воспитательсене, класс ертỹçисемпе социаллă педагогсене, шкул психологĕсемпе дефектологĕсене _ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата вĕренỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕ-сене пурнăçлакан Татьяна Шереметьева саламларĕç.

Кăçалхи конкурс-сенче палăрнисем çаксем пулчĕç: - "Çулталăк учи-телĕ" конкурсра (пу-рĕ пилĕк учитель хутшăннă) виççĕмĕш вырăна Атнар шкулĕнче физика предметне вĕрентекен Людмила Кузьмина тухрĕ, иккĕмĕшне _ Хĕрлĕ Чутай шкулĕн историпе обществознани вĕрентекенĕ Анна Тихонова. "Çулталăк учителĕ-2015" хи-сеплĕ ята вара Питĕркасси шкулĕ-нче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Жукова тивĕçрĕ.

- Класс ертỹ-çисем хушшинче (конкурса пурĕ 10-ăн хутшăннă) виççĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕ-нчи 7 классен ертỹçи Марина Васильева тухрĕ, иккĕмĕшне _ Атнар шкулĕнчи 8-мĕш классен ертỹçи Людмила Ешмейкина, пĕрремĕшне _ Питĕркасси шкулĕнчи 7-мĕш классен ертỹçи Ольга Фондеркина.

- Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагогсен конкурсне кă&¸ал тăваттăн хутшăннă (пĕлтĕр çиччĕн пулнăччĕ). Виççĕмĕш вырăна Мишеркасси шкулĕ çумĕнчи шкул çитменнисен ушкăнĕнче тăрăшакан Наталья Титилкина тивĕçрĕ, иккĕмĕшне _ "Пилеш" ача садĕнчи Надежда Ладайкина. "Çулталăк воспитателĕ-2015" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Марина Кузьмина Атнарти "Колосок" ача садĕнче тăрăшать. - Районти чи лайăх педагог-психолог ятне Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Елена Емельянова тивĕçрĕ, чи лайăх учитель-дефектолог _ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Светлана Ярайкина, районти чи лайăх социаллă педагог _ Штанаш шкулĕнчи Алина Осеева. Палăртмалла, малти вырăнсене йышăннă педагогсене Дипломсем тата укçан хавхалантарăва тивĕçнине ĕнентерекен сертификатсем парса чысларĕç. Район шайĕнче çĕнтернĕ педагогсем республикăра иртекен конкурссене хутшăнĕç. Вĕсене унта палăрма ăнăçу сунатпăр. Республика шайĕнче те чи пултаруллисен шутне кĕмелле пултăр хĕрлĕчутайсен.

Алина КАРПОВА.

¸

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика