01 апреля 2015 г.
Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе паян, апрелĕн 1-мĕшĕнче, çурхи призыв пуçланать. Документпа килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен çĕршывра 18-27 çулхи Раççей гражданĕсем çар тивĕçне пурнăçлама службăна тăрĕç. Палăртмалла, кашни призывник медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх тин призыв комиссийĕ пулас хỹтĕлевçĕн уйрăм ĕçне пăхса тухать. Паянтан вара районти призывниксене медицина специалисчĕ-сем çак кабинетсенче пăхаççĕ: терапевт _ 202 кабинет, отоларинголог _ 205, невропатолог _ 203, офтальмолог _ 116, хирург _ 103, дерматолог _ 124, стоматолог _ 135. Комисси 2015 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕччен ĕçлет.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"