АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтака каймастăн - прокурорта ĕçлейместĕн

01 апреля 2015 г.

INTERFAX.RU пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра çĕршывра Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче тăманнисен министр, судья тата прокурор должноçĕсенче ĕçлеме юраманни çинчен саккун кăлараççĕ. "Çитес вăхăтрах эпир çартан тарса юлакансене правительствăра пысăк должноçра ĕçлеме чаракан саккун йышăнатпăр. Пысăк должноçра ĕçлес текен кандидатсен хăйсен активĕнче çарта пулнине çирĕплетни пулмалла", - пĕлтернĕ Федераци Канашĕн оборонăпа хăрушсăрлăх комитечĕн пуçлăхĕ Виктор Озеров. Çавăн пекех вăл хальхи вăхăтра çарта пулманнисем паянхи саккунпа килĕшỹллĕн патшалăх тата муниципаллă службăра ĕçлейменнине аса илтернĕ. "Çавăнпа пирĕн малалла йышăнусем тумалла. Халĕ ак Патшалăх Думинче çартан пăрăнса юлнисене министр, судья тата прокурор йышши пысăк патшалăх должноçĕсене йышăнма чаракан саккун проектне тишкереççĕ. Эпир те Федераци Канашĕнче çак шухăша ырлатпăр кăна", - тенĕ Виктор Озеров.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика