01 апреля 2015 г.
Хутса ăшăтмалли тапхăр малалла пырать-ха. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче пурĕ 4 пушар алхаснă пулсан (пĕлтĕр ку тапхăрта 11 пушар пулнă), вĕсенчен 3-шĕ шăпах кăмакасемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнипе тухнă. Тепĕр тĕслĕхĕ вара _ вут-çулăмпа асăрхануллă пулманран. Районти асăрхав пайĕ граждансене кăмака хутнă, электрооборудованипе тата газ оборудованийĕпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтать, мĕншĕн тесен хутса ăшăтмалли тапхăрта пушарсем ытларах шăпах çак сăлтавсене пула алхасаççĕ. Кăмакапа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисен çак требованийĕ-сене çирĕп пăхăнмалла: - кăмакасемпе хутса ăшăтмалли ытти хатĕр-сем хăвăрт хыпса илме пултаракан конструкцисен çывăхĕнче пулмалла мар, çавăн пекех кăмака хутса ямалли вырăнта çунман материалтан тунă хатĕр (предтопочный лист) выртмалла; - хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен кăмакасемпе хутмалли ытти хатĕрсене тĕрĕслемелле тата юсамалла. Юсавсăр кăмакасемпе тата хатĕр-семпе усă курма юрамасть; - хутмалли тапхăр пуç-ланиччен тĕтĕм çулне икĕ уйăхра пĕрре тасатмалла, тăтăшах хутса тăнă чух _ уйăхсерен; - чартаксенче тĕтĕм каналĕ иртекен пур пăрăхсене тата стенасене те шуратмалла; - кăмакаран кăларакан кĕлпе шлака шывпа сапмалла та ятарласа уйăрнă хăрушсăр вырăна хумалла; - кăмака çывăхĕн-че хăвăрт илсе кайма пултаракан материалсем (вутă-шанкă) хумалла мар; - хутса янă кăмакана тимлĕхсĕр хăвармалла мар, ачасене те пăхса тăма шанма кирлĕ мар. Астăвăр! Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса тăни инкекрен хăтарĕ.
А.ЯРАБАЕВ, районти асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"