01 апреля 2015 г.
Пирĕн ентеш, шахтер тата фронтовик Александр Михайлович Крылов 2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Вăл Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче çуралнă. Паянхи кун ветеран Шупашкар хулинче пурăнать. Çар тивĕçне пурнăçлама Инçет хĕвелтухăçри артиллери полкне 1943 çулта тăнă Александр Михайлович. Разведчик-сăнавçă службăра тăнă вăхăта çапларах аса илет: - Тылри салтаксене çитернĕ пек, виççĕмĕш нормăпа, апатлантаратчĕç пире: кунне 500 грамм çăкăр, шĕвĕ те тутăсăр яшка, темиçе кашăк пăтă, ашне тата çуне яманпа пĕрехчĕ. Çавăнпа та пурте яланах выçă &¸ỹретчĕç, шăл тунисем те юн юхтарма, шăлсем тухса ỹкме тытăнчĕç. Кашни салтак, офицерсем пăхса тăнипе, кунне 3 хутчен хыр лăссин тураттисенчен вĕретнĕ шĕвеке ĕçетчĕ. Япăх çитернипе пирĕн куçсем курми пулчĕç. Кăшт тĕттĕмленсенех мĕн те пулин çине такăнаттăмăр. Сăртсем хушшинче пурăнаттăмăр, тăпра чуллăччĕ, çавăнпа та атă-пушмак час юрăхсăра тухатчĕ. Командовани çăпата çыхма хушатчĕ. Çăпатапа çỹренĕ те. Кутамккасенче виçшер мăшăр çăпата йăтса çỹреттĕмĕр. Çав хушăрах çар службине те пурнăçланă, çапă&¸усене хутшăнма яланах хатĕр пулнă. Александр Михайлович паянхи кун та разведкăри служба пирки нимĕн те каласа памасть. Паллă, разведкăна каякан салтаксем старшинана хăйсен пур орденпа медальне, докуменчĕсене тыттарса хăварнă - "никам та мар" тăрса юлнă. Ăçта пулнă, мĕн тунă? Вăрттăнлăхра темиçе теçетке çуллăхах юлнă. Службăра тăнă чухне Александр Крылова амантнă, салтака вилнĕ тесе морга ăсатнă. Госпитальте ĕçлекен санитарка вара моргран нăйкăшнă сасă илтнĕ. Çапла ăна палатăна вырнаçтарнă. 1944 çулта госпитальте сипленнĕ, 1945 çулта тăван киле таврăннă. Тĕрлĕ должноçсенче ĕçлеме тỹр килнĕ Александр Михайловичăн: ЧАССР Аслă сучĕн суд исполнителĕнче (1945 çулхи июнь _ 1946 çулхи декабрь уйăхĕ-сенче), Тури Çĕрпỹкассинчи ял Канашĕн секретарĕн-че (1946 çулхи декабрь _ 1949 çулхи май уйăхĕсенче) тата ытти те. Коми АССР-ĕн Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕн-че те вăй хунă Александр Крылов, 19 çул хушши "Воркутауголь" пĕрлешỹри 40-мĕш номерлĕ шахтинче шахтерта тăрăшнă. Анчах чăваш çĕрĕ хăйĕн патнех йыхравланă ăна. Шупашкара пурăнма куçсан "Элара" предприятире ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Валентина Петровнăпа, вăл та Тури Çĕрпỹкассинчен, виçĕ ача çитĕн-терсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, çĕршыва кирлĕ çынсем тунă. Паянхи кун Александр Михайлович 6 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Палăртмалла, фронтовик тата шахтер чылай медале тивĕçнĕ: "Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн", "Мухтавлă ĕçсемшĕн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" тата юбилей медалĕсем. "Шахтерсен мухтавĕ" (3-мĕш степеньлĕ) палли те пур. Çавăн пекех паттăр салтак "Ĕ&¸ ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Юрий ГРИГОРЬЕВСКИЙ, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ.
¸¸
¸
Источник: "Пирěн пурнăç"