03 апреля 2015 г.
Этем чун апачĕсĕр пурăнаймасть. Ачаран вулама хăнăхнă çын çак туртăмпа ĕмĕр тăршшĕпе те уйрăлмасть. Хаçат-журналтан куллен çĕнĕ хыпарсем пĕлекенĕн тавракурăмĕ те анлăланать, пурнăçпа та тан утать. Акă, "Пирĕн пурнăçа" çырăнакансем те районти хыпарсене, ăçта мĕн пулса иртнине вăхăтра пĕлсе тăраççĕ. Хаçат район аталанăвне хăйĕн тỹпине хывма тăрăшать, райадминистрацин, депутатсен ĕçĕ-хĕлне анлă çутатать. Социаллă-экономикăллă ыйтусене çутатассине пысăк вырăна хурать. Патшалăх программисене пурнăçлас тĕлĕшпе районта мĕнле ĕçленипе паллаштарасси те _ тĕп ыйтусенчен пĕри. Çавăн пекех районти чи пултаруллă та ĕçчен çынсем çинчен те журналистсем нумай çыраççĕ. Февраль-март уйăхĕсенче периодика кăларăмĕсене июль-декабрьте илсе тăма 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулăн хакĕсемпе çырăнтарчĕç. Çав хушăра райхаçата 1178-ăн йỹнĕрех хакпа çырăнма ĕлкĕ-рчĕç, вăл шутра "Район хаçачĕ _ кашни киле" акци вăхăтĕнче (10 кун хушшинче) 800-е яхăн. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен вара 2015 çулăн 2-мĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнмалли тĕп тапхăр пуçланчĕ. Районта пурăнакансен пысăк йышĕ çак тапхăрта "Пирĕн пурнăçпа" туслă юласса, вулакансем çумне çĕннисем те хутшăнасса шанас килет. Çырăнтару хакĕ кăштах ỹсни сире юратнă кăларăмран сивĕтмĕ тесе шутлатпăр. 6 уйăхра хаçатăн 52 номерĕ тухать. Апла-тăк унăн пĕр номерĕ почта урлă çырăнакансемшĕн 7,03 тенкĕ кăна тăрĕ. Ăна кăларма редакци ĕçченĕ-сен мĕн чухлĕ вăй хума тивнине тата почтальонсем хаçата киле çитерсех панине шута илсен вара ку нумаях та мар. Тỹрех 366 тенкĕ кăларса хума йывăртарах пулсан пĕрер, виçшер уйăхлăха та çырăнма пулать. Район центрĕнче пурăнакансем, ялсенчен Хĕрлĕ Чутая куллен ĕçе çỹрекенсем вара е редакцирен, е "Чăваш пичет" киоскĕнчен илсе тăма пултараççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи çырăнтару пĕтĕмлетĕвĕсене пăхсан, Хĕрлĕ Чутай (784), Атнар (364), Хусанушкăнь (285) тата Утаркасси (277) почта уйрăмĕсем "Пирĕн пурнăçа" çырăнтарассипе аван ĕçлени курăнать. Шĕмшеш, Мучикасси, Çĕн Атикасси, Штанаш тăрăхĕсенче пурăнакансемпе унти почтальонсем те хастар. "Пирĕн пурнăç" хаçата çырăнăр, вулăр, пурнăç уттинчен ан юлăр!
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"