03 апреля 2015 г.
Ĕç рынокĕнче кăçал инженерсем, строительсем тата ялхуçалăх ĕçченĕ-сем ытларах кирлĕ пулаççĕ-мĕн. Рабочи профессисенчен час-часах кирпĕч хуракансем, бетонщиксем, монтажниксемпе арматурщиксем кирлĕ. Хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче пулăшакан ĕçченсем, грузчиксем, тирпейлỹçĕсем çитмеççĕ. Унсăр пуçне тухтăрсемпе медицина сестрисем те çителĕксĕр.
Пĕтĕм Раççейри вакансисен банкĕнче _ миллион ытла ваканси. Март пуçламăшĕнче правительство техникăлла, инженери тата строительсен профессийĕсене популяризацилемелли план йышăннă. Çакă çĕршывра пысăк квалификациллĕ кадрсем çитменнипе çыхăннă. Çав хушăрах 2015 çул пуçланнăранпа Раççейре 127 пин çынна ĕç вырăнĕнчен кĕскетнĕ. Ĕç министерстви палăртнă тăрăх, çулталăк пĕтиччен ĕçлеме пултаракан активлă халăхăн 6 проценчĕ ĕçсĕр тăрса юлма пултарать. Чăваш Енре вара çулталăк пуçланнăранпа 509 çынна ĕçрен хăтарнă. Тулли мар ĕç кунĕпе 5357 çын ĕçлет. Кунсăр пуçне 15 предприятирен 448 çынна ĕçрен хăтарма пултараççĕ. Кун пирки Чăваш Енĕн Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх инспекцийĕ пĕлтерет. Ĕçсĕрлĕхпе кĕрешме Раççей Правительстви 82 млрд тенкĕ тата ĕçсĕррисене тỹлеме 30 млрд тенкĕ уйăрма палăртать.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"