03 апреля 2015 г.
Етĕрне район сучĕн приговорĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 22 çулхи каччăна РФ Уголовлă Кодексăн 134-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе (16 çула çитмен çамрăкпа ар çыхăнăвне кĕнĕшĕн) айăпласа 320 сехет ĕçлеттерсе явап тыттарма йышăннă. Чăваш Енри следстви управленийĕн Етĕрнери пайĕ тата суд палăртнă тăрăх, 2014 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче, каçхине, çамрăк çын пĕр ялта пурăнакан 14 çулхи хĕрачапа пĕр пỹлĕмре пулса унпа çывăхланнă, унтан хĕрĕн çие юлнă. Хырăмлă пулни çак хĕрача урăх уголовлă ĕçпе свидетель пулса суд ларăвне пырсан паллă пулнă, вара çакăн пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Суд приговорĕ вăя кĕмен-ха. Следователь çул çитмен çамрăксемпе, вĕсен прависемпе ĕçлекен вырăнти комиссине тата районти полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăма çỹлерех асăннă хĕрачан ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе (ачине тивĕçлĕ шайра тĕрĕслесе тăманшăн) профилактика мерисем йышăнма информаци тăратнă.
ЧР Следстви управленийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"